04 февраля 2009 г.
Пурнăçра чылай чухне тĕрлĕрен пăтăрмахран асăрханма тивет. Вут-кăвартан тимлĕ пулни пурне те инкек-синкекрен сирет. Кăçалхи пĕрремĕш уйăх районти пушар хуралĕн ĕçченĕсемшĕн питĕ канăçсăр иртнĕ тееймĕн. Пĕлтĕр çак вăхăтра районта тăватă хутчен пушар тухнă пулсан, кăçалхи кăрлачра вут-çулăмпа çыхăннă пĕр инкек пулнă. Вăл вара синкерлĕ вĕçленнĕ. Тĕтĕм сĕрĕмре Çĕнĕ Ахпÿртри икĕ арçыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Çак пăтăрмах чăн малтанах хăйсем асăрханусăр пулнăран килнĕ.
Вырсарникун, нарăсăн 1-мĕшĕнче пушар хуралĕнче тепĕр инкеке шута илнĕ. Кивĕ Ахпÿртри Киргизова хуçалăхĕнче мунча çунса кайнă. Инспекторсем çирĕплетнĕ тăрăх, унăн сăлтавĕ хальлĕхе паллă мар-ха.
Вут-çулăмпа çыхăннă пăтăрмах кирек хăçан та хăрушă, тискер. Хĕл варринче пулнă пушар пушшех йывăрлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе пурин те тимлĕ пулмалла.