04 февраля 2009 г.
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ М.И.Егоров пирки пуçарнă уголовлă ĕçе вĕçлесе пырать. Вăл РФ Уголовнăй Кодексĕн 1-мĕш пайĕн 105 статйипе хаклакан преступлени тунă: шухăшласах çын вĕлернĕ.
Ĕçĕ çапла пулнă. 2007 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче 2 сехет тĕлнелле М.Егоров хăй пурăнакан килĕнче сиксе тухнă усăсăр хирĕçÿсене пула тата вĕлерес шутпа амăшне В.Т.Егоровăна кăкăр кăшкарĕнчен ултă хутчен çĕçĕпе чикнĕ, пырне касса татнă, чĕрине, ÿпкине вăйлă сиенленĕ. Ку ĕçе вăл право йĕркине пăснине пĕлсех, ăнлансах тунă. Йывăр сурансене пула амăшĕ вилнĕ.
Халĕ М.И. Егоров следстви изоляторĕнче ларать.
Д.ТАЗЮКОВ,
Хăрушлăх кăларса тăратнă
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ РФ Уголовнăй Кодексĕн 1-мĕш пайĕн 238 статйи тăрăх уголовлă ĕç пуçарнă. Ку статьяпа хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тивĕçтермен таварсемпе продукци кăларнăшăн, упранăшăн, сутнăшăн, турттарнăшăн, тĕрлĕ ĕçпе тивĕçтернĕшĕн айăплаççĕ.
Следстви çакна палăртнă. Сăкăтра пурăнакан гражданка 2009 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче 14 сехет тĕлĕнче килĕнче услам тăвас шутпа хăй туса хатĕрленĕ сертификацилемен пахалăхсăр спиртлă шĕвеке çур литрне 50 тенкĕлле сутнă. Çапла вара çав алкогольлĕ шĕвекпе çын пурнăçĕшĕн тата сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнă. Гражданкăна уголовлă айăплав кĕтет.
В.ЕГОРОВ,
следстви пайĕн аслă следователĕ. следстви пайĕн аслă следователĕ.