04 февраля 2009 г.
(Ленинград блокадине тĕппипех сирнĕренпе 65 çул тултарнă ятпа)
Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнисене, унăн асапне тÿснисене чăн-чăн паттăр теме май пур. Фронтра тăшмана хирĕç кĕрешекенсене те, çав вăхăтра тылра кунне-çĕрне пĕл-месĕр тăрăшнисене те çапла хакламалла. Анастасия Ивановна Сорокина 1930 çулта Ишлĕ ялĕнче çуралнă. Ачалăх çулĕсенче вăл урамра выляса çÿреймен, мĕншĕн тесен вăрçа пула арçынсемсĕр тăрса юлнă ял шанăçĕ те пĕр çак çамрăксенче çеç пулнă-çке.
“Çав хăрушă, йывăр вăхăта нихăçан та манаймастăп. Пирĕн аттене Иван Иванович Орехова тÿрех вăрçа илсе каймарĕç. Вăл 1942 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕччен тылра тăрăшрĕ. Ялта арçынсем юлманпа пĕрехчĕ. Аттене вăрçа кайма повестка килнине паянхи пек ас тăватăп. Ăна ăсатас кун çемьепе кутамкка хатĕрлерĕмĕр. Темиçе çăкăр, пĕр хутаç сухари, типĕтнĕ чăкăт чикрĕмĕр. Ирхине пуçтарăнса пĕтерсен атте пирĕн пата пычĕ. Эпир, виçĕ ачи, ăна ăсатма хатĕрленсе тăнăччĕ. Атте вăрçа кайсан пĕр уйăхран анне, Мария Константиновна, ача çуратрĕ. Анна ятлă хĕр пĕрчин кун-çулĕ йывăр вăхăта пула час сÿнчĕ.
Вăрçа ăсатнă хыççăнах атте Ленинград блокадине лекнине пĕлтĕмĕр. Кайран, йывăр аманса таврăнсан, блокадăри хулари халăх чăтăмлăхĕ çинчен каласа паратчĕ. Аттен фронтра артиллерист, пулеметчик, автоматчик, снайпер та пулса çапăçма тÿр килнĕ. Паттăр салтака “Ленинграда хÿтĕленĕшĕн” медальпе тата икĕ хутчен виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă”, – каласа паратчĕ Наçтук аппа.
Çĕнтерÿçĕ-паттăр салтак Иван Орехов (Ванюк тете теттĕмĕр ăна) вăрçăран таврăнсан тăван “Маяк” колхозра вăй хурать. Темиçе хутчен аманса сывлăхĕ хавшанăскерĕн çитмĕлтен иртсен пурнăçĕ татăлнă.
В.ЗАЙЦЕВ.Ишлĕ ялĕ.