04 февраля 2009 г.
Вырăссен паллă писателĕ А.П.Чехов хăй вăхăтĕнче тавра курăмĕ пысăккине кура культурăна кирлĕ шая хурса хакланă. Унăн çакăн пек каланă вырăнлă сăмахĕ пур: “Çынра пичĕ те, тумтирĕ те, шухăшĕ те, чунĕ те хитре пулмалла”.
Культура пĕлтерĕшĕ тĕрлĕ енлĕ. Унăн паянхи кун пурнăçран тухса тăракан ыйтăвĕсене эпир хурав парса пĕтерес те çук. Тен, çавăнпа та ĕнтĕ патшалăх хăй енчен культурăн хăш-пĕр пайне уйрăммăн техникумсенче, институтсенче, театрта, консерваторисенче вĕрентсе кадрсем хатĕрлет. Çапах та çак кадрсем пур çĕрте те çитеççĕ теме çук-ха. Вĕренсе тухнисем нумайăшĕ хулана ĕçлеме юлаççĕ. Çамрăксем культура учрежденийĕсене вĕренме каяс пирки питех шутламаççĕ. Пĕр вăхăтра вĕсенче пĕлÿ илес юхăм сарăлнăччĕ, халĕ каллех лăпланчĕ. Мĕншĕн çакăн пек пулса тухать-ха; Çамрăксемпе культура ĕçченĕсем ĕçлеместпĕр. Культура ĕçне кăтартайманнипе çамрăксем çак ĕçе ним вырăнне те хумаççĕ. Апла пулсан, паянхи культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсене ĕçе пăрахмасăр тимлесех вĕренме ямалла. Тен, çапла ĕçлесе пăхсан культура ĕçĕ хăйĕн вырăнне тупĕ.
Ĕлĕкхи вăхăтра районта чаплă клубсем нумаях пулман. Шăтăк тăрăллă, çĕмрĕк чÿречеллисем тĕл пулнă. Çапах та клубсенче çамрăксен шавĕ кĕрлесе çеç тăнă. Вăйăсем вылянă, ташă ташланă, спектакльсем лартнă, купăс сасси çурçĕр иртмесĕр те чарăнман. Библиотекăра ĕçлекенсем вара пĕр-пĕр кĕнекене пур çамрăка та вулаттарса клубра сÿтсе явнă. Çак çамрăксемех ялти хуçалăхсенчен кĕл, кайăк-кĕшĕк каяшĕ, тислĕк пуçтарса çÿренĕ, каç пулсан çак ĕçсене эртелпе пĕтĕмлетнĕ. Кунта паянхи кун çак ĕçсене ĕçлеттерес пирки сăмах пымасть, ял çамрăкĕсен вĕрилĕхне культура ĕçченĕсем тупма пĕлмелле тени пулать вăл.
Хăш-пĕр ялсенче ял уявĕсем ирттереççĕ, вĕсем тĕрĕс ĕçлеççĕ. Ĕçе те, хăйсен канăвне те кирлĕ пек йĕркелеççĕ. Анчах та çакă кашни ялтах пулса пымасть. Мĕншĕн ял уявне ватти-вĕттине пуçтарса ирттермелле мар, халăх та канать. Çакăнтан ĕнтĕ пĕчĕккĕн çамрăксем культура енне туртăнма тытăнаççĕ. Ĕçе йĕркелени кирлĕ. Кунта Турхан ял тăрăхне кĕрекен Упамса халăхĕпе ертÿçисенчен тĕслĕх илме пулать. Кайса курмалла, хамăр енче пуçарса ямалла. Хĕл кунĕнче те, çуллахи вăхăтра та клубсенче усăллă мероприяти ирттерни çамрăксен хушшинче культура шайне ÿстерме пулăшĕ. Тен, çамрăксене ялан пĕр тĕрлĕ музыка кĕрлеттерни те япăхтарать пулĕ. Çак сĕнÿсем культура сферинчи ĕçсенчен пĕри çеç. Хальхи вăхăтра клубĕсем те, библиотекăсем те пурте хăтлă çуртсенче вырнаçнă, çыннисем пур, ĕçе йĕркелени çеç кирлĕ. Районти культура сферинче ĕçлекен ертÿçĕсен вара ĕçшĕн çирĕп ыйтмалла, тен методика кабинечĕсен ĕçне те анлăлатмалла.
В.СЕЛИВАНОВ,
ĕç ветеранĕ.