04 февраля 2009 г.
Çĕмĕрлере йывăр атлетсен хушшинче штанга йăтса Чăваш Республикинче мала тухмалли ăмăрту иртрĕ. Унта хальхинче юниорсемпе юниоркăсем вăй виçрĕç.
Арçын ачасем хушшинче хăйсен виçе категорийĕнче Патăрьелĕнчи спортшкулăн Нăрваш Шăхалĕнчи филиалĕнче вĕренекенсем паха тĕслĕх кăтартрĕç. А.Исаев, Е.Кириллов иккĕмĕш вырăн, В.Чанга виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Вĕсен тренерĕ – А.Давыдов. Алманчă шкулĕнче вĕренекен А.Мышов 46 кг яхăн виçере çĕнтерчĕ (тренерĕ – Н.Зимин).
Арçын ачасен команди пĕтĕм итогсем тăрăх виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Хĕр ачасем вара пултаруллăрах пулчĕç – иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Хăйсен виçисенче Нăрваш Шăхаль шкулĕнчи М.Камасова (тренерĕ – А. Давыдов), Па-тăрьелĕнчи 1-мĕш шкулти М. Ерофеева (тренерĕ – Н.Трифонов), Алманчă шкулĕнчи Г.Петрова (тренерĕ – Н.Зимин) пĕрремĕш вырăна тухрĕç.