04 февраля 2009 г.
Анне... Аннеçĕм... Юратнă анне... Кам кăна каламасть-ши чуна çав тери çывăх сăмахсене хăйне кун кăтартнă пĕртен-пĕр, хаклăран та хаклă çынна хисеплесе. Анне! Ытарайми чăваш сăмахĕ. Ун ячĕпе темĕн чухлĕ ырă та çепĕç сăмах калас килет. Вăл пур чухне тĕнче те çутăрах, сар хĕвел те ăшăрах пăхать пек туйăнать. Анне пуррипе çĕр çинчи пурнăç паянхи кунчченех упранать. Аннемĕр чун-чĕринчи мĕн пур лайăххине пире халаллать, куллен-кун телей пиллесе пурăнма вĕрентет.
Эпĕ çут тĕнчене килсен маншăн мĕн чухлĕ ыйхă татман пулĕ! Пуçран ачашласа, çурăмран лăпкаса çывăрттарнă. Каçсерен çывăрмасăр тарăхтарнăран чăлăм куç хупмасăр шурăмпуç çутине кĕтсе илни те сахал пулман-тăр! Аннеçĕм, пирĕн çитĕнÿсемшĕн эсĕ пĕрле савăнатăн, инкек-синкек пулсассăн, куççульне шăлатăн, йывăрлăхсене çĕнтерме хавхалантаратăн. Мĕн пĕчĕкрен пире тăрăшса вĕренме, йывăр вăхăтсенче çирĕп чун-чĕреллĕ пулма вĕрентетĕн, ырă канашсем паратăн.
Аннем – Тамара Вячеславовна – Патăрьелĕнчи тĕп больницăн реанимаци уйрăмĕнче ĕçлет. Йывăр чирлĕ çынсене çĕнĕрен пурнăç парнелет. Унăн ĕçĕ çав тери кăткăс, яваплă та. Çапах та вăл хăй ĕçне питĕ юратать, тăрăшса ĕçлет. Вăл пултарайман ĕç çук та пулĕ çĕр çинче. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлекен алли хытă та, тĕк пек çемçе те. Çулла-и, хĕлле-и, кĕркунне е çуркунне шурăмпуç çути кантăкран килсе шаккичченех тутлă ыйхине татса ĕçе пикенет аннем. Мĕн пĕчĕкрен вăл пире хăй пек ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă, сăпайлă та тăрăшуллă пулма вĕрентет. Пĕртте алă усса ларнине курман эпĕ аннене. Унăн ылтăн аллисем апатне те пĕçереççĕ, выльăхне те пăхаççĕ, кил-çурта та тирпейлеççĕ, кĕпе-йĕмне те çăваççĕ...
Манăн анне – çĕр çинче чи лайăххи, чи илемли. Вăл пĕçернĕ кукăль – чи тутли, яшка-пăтă та ун пек çисе тăранмалла мар тутлă никам та пĕçереймест пулĕ. Вăл çумра пулсан сивĕ çанталăк та ăшă пек туйăнать, йывăрлăх та çĕнеймест.
Аннеçĕм манăн – чăн-чăн пурнăç тĕвви.
Поэт пулас-тăк, сăввăмпа тĕнче умĕнче мухтăттăм аннене. Ÿнерçĕ пулас-тăк, сăрăпах ун сăнне асамласа ÿкерĕттĕм. Ăста композитор пулсан, чун-чĕрери чи ачаш та çепĕç кĕвĕ урлă пĕлтерĕттĕм хам ăна мĕнле юратнине. Саватăп ăна, хисеплетĕп, чунтанах юрататăп.
Р.КОШКИН,
Нăрваш Шăхаль шкулĕ.