04 февраля 2009 г.
Шăши евĕрлĕ чĕр чунсен шутне кил, хир, ахаль (обыкновенная), ушкăнпа пурăнакан (общественная), тăвăр пуç кăшкарлă (узкочерепная) шăшисем тата çеçен хир чăпаркки (степная пеструшка) кĕреççĕ. Вĕсем тĕрлĕ тĕлте сарăлнă, анчах ытларах сухаламан хирсенче, нумай çул ÿсекен курăк анинче, кĕрхи культура уйĕнче, садсенче пурăнаççĕ, пысăк сиен кÿреççĕ.
Ушкăнпа пурăнакан шăшисем чăн-чăн лабиринтсем тăваççĕ. Вĕсем “пÿртне” 70 сантиметр тарăнăшĕнче чаваççĕ, 150 яхăн тухса çÿремелли шăтăк алтаççĕ.
Кĕркунне юр хулăн ларсан, çуркунне шăнтмасан, çулла ăшă тăрсан, апат çителĕклĕ пулсан кăшлакан чĕр чунсем, уйрăмах шăшисем, хăвăрт ĕрчеççĕ. Акнă вăрлăха чавса кăларса, калчасене сиенлесе, пĕрчĕллĕ культурăсен тымарне кăшласа ÿкерсе пучахсене çисе сиен кÿреççĕ. Юр нумай çунă çулсенче хĕлĕпех юр айĕн çулсем тăваççĕ, калчасене кăшлаççĕ. Ытти чухне утă-улăм ури, склад, хранилище таврашĕнче, кил-çуртра хĕл каçаççĕ.
Кĕркунне е çуркунне пĕр гектар кĕрхи культура анинче 100-150 çĕнĕ шăтăк, шăшисен ушкăнĕ 25-30 çитнĕ пулсан имçамланă илĕртмĕшсем хумалла. Унсăрăн 2007-2008 çулсенчи евĕр, тухăç 50 процент чухлĕ чакма пултарать.
Шăшисем утă-улăм ури, капансем ăшĕнче пурăннă чухне хăйсен каяшĕ-сĕлекипе апата варалаççĕ. Тиенĕ, купаланă, выльăхсене панă чухне сывлăшран çынсене лексе лихорадка (геморрагическая лихорадка с почечным синдромом) чирĕпе чирлеттерме пултараççĕ. Çавăнпа та купасене аммиак шывĕпе е автотрактортан тухакан угар газĕпе сиенлетмелле. Утă-улăм ăшне актикоагулянтран тунă илĕртмĕшсем хумалла.
Шăшисене хирĕç агротехника тата хими меслечĕсемпе кĕрешеççĕ. Сăмахран, кĕркунне хăмăлсене çавăрса хурса тарăн (25-30 сантиметр) сухалани шăтăксене (“пÿртсене”) çĕмĕрет, ваттисемпе çамрăккисене тăпра хупласа хурать, çум курăкпа тыр-пул юлашкийĕсем аяла тăрса юлнипе апат пĕтет, çиелте юлнă чĕр чунсене ула курак, курак, тăмана, хурчка тата ыттисем тытса çиеççĕ.
Хĕллехи тапхăрта садри йывăçсене хыр лăссипе, тольпе тата ытти материалпа чĕркени, çанталăк ăшă чухне тĕм таврашĕнчи юра таптани те кăшлакан чĕр чунсене апатсăр хăварать.
Раççейре çулсерен 1,1-3,3 миллион гектарта хими препарачĕсемпе имçамланă илĕртмĕшсем хураççĕ. Вĕсен шутне клерат, варат, раттидион, МРД-0,6 роденфос, есаул, фосфидцинка, гельцинагро, этилфенацин тата бактороденцит кĕреççĕ. Анчах та хими им-çамĕ сывлăша варалать, сывлăхшăн та сиенлĕ. Халĕ бактороденцидпа, биологи им-çамĕпе, усă кура пуçларĕç. Вăл тавралăха та сиенлемест, эффективлăхĕ те пысăк. Ăна пĕçернĕ сĕлĕпе, урпапа, тулăпа тăваççĕ. Унпа хирсенче, складсенче, уйрăмах кĕркуннепе çуркунне (апрель уйăхĕнче) ĕçлени пысăк усă кÿрет. 100 тăваткал метра 1 килограмм, пĕр гектара 1-2 килограмм хумалла.
Бактороденцид химиллĕ илĕртмĕшсенчен ерипен ĕçлет: имçама çинĕ йĕкехÿре е шăши наркăмăшланса 7-15 кунтан вилет. Пĕр-пĕринчен ерсен те нумай пурăнмаççĕ. Химиллĕ препаратсене пула вилнĕ чĕр чунсене ас тивнĕ кушаксемпе йытăсем хăйсем те наркăмăшланаççĕ. Бактороденцид ун пек сиенлĕ мар, çавăнпа та ытларах унпа усă курмалла. Ăна Россельхозцентрăн Патăрьелĕнчи районсен хушшинчи уйрăмĕнче туянма пулать, тĕплĕнрех 61-3-59 телефон номерĕпе ыйтса пĕлме пултаратăр.
В.БАЗМАНКИН,
Россельхозцентрăн Патăрье-лĕнчи районсем хушшинчи уйрăмĕн тĕп агрономĕ.