07 февраля 2009 г.
Чăваш Ен Президенчĕ, Раççейĕн Юристсен ассоциацийĕн Чăваш регион уйрăмĕн председателĕ Николай Федоров Пĕтĕм Раççейри çак общество организацийĕн Мускавра иртнĕ виççĕ-мĕш съезчĕн ĕçне хутшăннă. Н.Федоров съезд-ра тухса калаçнă, ăна Юристсен ассоциацийĕн президиумĕн йышне суйланă.
Çавăн пекех Чăваш Ен Президенчĕ Раççей Федерацийĕн Аслă сучĕн, Аслă арбитраж сучĕн председателĕсемпе Вячеслав Лебедевпа тата Антон Ивановпа, РФ Генеральнăй прокурорĕпе Юрий Чайкăпа, РФ Шутлав палатин председателĕпе Сергей Степашинпа, Юристсен ассоциацийĕн президиумĕн çĕнĕрен суйланă членĕсемпе тĕл пулнă.
Пĕтĕм Раççейри “Раççейĕн Юристсен ассоциацийĕ” общество организацийĕн попечительсен канашĕн председателĕ – РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев.