АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илнĕ

07 февраля 2009 г.

Чăваш Ен Президенчĕн Николай Федоровăн хушăвĕпе студентсене тата республикăри çамрăксен представителĕсене пултарулăхри пысăк ăнтăлушăн стипенди уйăрнисем хушшинче пирĕн районтан 15 çамрăк. Вĕсенчен пĕри Патăрьел ял тăрăхĕнчи çамрăксен совечĕн ертÿçи Алина Геннадьевна Ильина.

Алина Геннадьевна пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илнĕ. Ача чухнех, çамрăклах вăл çынсемпе хутшăнма юратнă. Çамрăкпа çамрăкла, ватăна хисеплесе калаçнă. Çавăнпах ĕнтĕ вăл малашне хăй ăçта ĕçлеме пултарнине туйса тата курса патшалăх тата муниципаллă работниксене хатĕрлесе кăларакан Атăлпа Вятка академине вĕренме кĕнĕ. Ĕç стажне вăл Раççей почтин Патăрьелĕнчи филиалĕнче пĕрремĕш класлă оператор пулса пуçланă. Çур çул тăрăшнă çак коллективра. Каярахпа Патăрьел ял тăрăхне хăйĕн специальноçĕпе вырнаçнă. Унтанпа икĕ çул иртрĕ ĕнтĕ. Çак нумаях мар тапхăрта Алина Геннадьевна коллективра та, обществăлла ĕçре те хăйĕн пултарулăхне, ăнтăлăвне кăтартма ĕлкĕрнĕ. Вăл ял тăрăхĕнче çамрăксен совечĕн ертÿçи çеç мар, районти çамрăксен координаци совечĕн председателĕ те. Унăн пуçарăвĕпе тата вăл ертсе пынипе виçĕмçул Аслă Чемен, пĕлтĕр Туçа ял тăрăхне пуçтарăнса çамрăксемпе культурăпа спорт уявне йĕркеленĕ. Раççей Президенчĕ ят панă Çамрăксен çулталăкĕнче ăна район центрĕнче ирт-терсен те вырăнлă тесе шутлаççĕ. Çывăх вăхăтра комисси ларăвĕнче çакна йышăнасшăн.

А.Ильина çемьеллĕ, мăшăрĕпе, Алексейпе, пĕр хĕр çитĕнтереççĕ. Ильинсен çемйине патшалăх енчен çакăн пек пулăшу çитнĕшĕн вĕсем питĕ хавас.

А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика