07 февраля 2009 г.
Мĕн акатăн çав шăтать
Мĕн акатăн, çав шăтать
Çурхи тата пăрçа йышши культурăсен
вăрлăх пахалăхĕ
(февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне)
1. Хуçалăхсем. 2. Вăрлăх хатĕрлемелли план. 3. Ха-тĕрленĕ тата тĕрĕслеттернĕ (центнерпа). 4. Вăл шутран кондициллĕ вăрлăхсем (процентпа).
Улма-çырла пит. 2117 1517 72
Исток 3965 1800 45
Родник 966 – –
Дуслык 2400 400 17
Ленин яч. 3330 1200 36
Батыревский 5928 5081 86
Тойсинская 850 50 6
Чемен – – –
Первомайск 3124 2537 81
Малалла 2560 2110 82
Труд 3147 2658 84
Знамя 1921 0 0
Гвардеец 1420 1220 86
Чулпан 954 827 87
Колос 1470 0 0
Родина 1000 600 60
Звезда 2867 2457 86
Кр.знамя 3337 3067 92
Хастар 1801 918 51
Заря 480 0 0
Югель 370 370 100
Сидели 700 100 14
Мир 1100 0 0
Булинская 890 420 47
Жизнь 500 0 0
Движение – – – Районĕпе 46231 27232 59
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăх пахалăхĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан, начар. Хуçалăхсен пулас тухăç никĕсне сортлассипе тата тасатассипе çине тăрса ĕçлемелле. Çуккисен – тупассипе, массăллă репродукциллисен çĕнетессипе тăрăшмалла. Шел пулин те, юлашки çулсенче вăрлăхсене элитăсемпе ылмаштарасси питĕ йывăрпа пулса пырать. Районта вăрлăх туса илессипе 5 хуçалăх ĕçлет, çуллен 900-1000 тонна реализацилеççĕ, анчах ытларах пайне ют районсем туянаççĕ. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем кун пирки мĕн шухăшлаççĕ-ши; Вăрлăх туянасси, ылмаштарасси пирки паян тăрăшмалла, çивĕч ыйтусене халь татса памалла. Килĕшÿсем, сутас-туянас пирки хутсем хатĕрлессипе ĕçлемелле. Пысăк репродукцилĕ вăрлăхсем туяннăшăн Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви тата Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви субсиди параççĕ.
Таблицăран та курăнать, районти «Родник», «Чемен», «Движение» хуçалăхсенче çурхи культура никĕсĕ çук. Вĕсен пысăк репродукциллĕ вăрлăхсем тупассипе тăрăшмалла. «Знамя», «Колос», «Заря», «Жизнь», «Мир» хуçалăхсенче кондициллĕ вăрлăх çук. Çуркунне шăрши тавралăхра сисĕне пуçларĕ, сортировкăсене ĕçлеттермелле. Кая юлсан каю шăтать.
«Ленин ячĕллĕ, «Труд», «Красное знамя», «Батыревский», «Малалла» хуçалăхсенче, улма-çырла питомникĕнче çурхи культурăсен вăрлăхĕсене сутлăх валли хатĕрлеме пуçăннă.
О.ГЛУХОВ,
Чăваш Республикинчи «Россельхозцентр»
филиалĕн районти уйрăмĕн начальникĕ.