АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăрлач ЗАГС пайĕшĕн кăмăллă вĕçленчĕ

07 февраля 2009 г.

Çамрăксен тата Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕсен пĕрремĕш уйăхĕ райадминистрацин ЗАГС пайĕшĕн кăмăллă вĕçленчĕ. Уйăхăн юлашки кунĕнче Тăрăнти Фурмановсен çемйинчи йĕкĕреш хĕрачасене – Иринăпа Ольгăна регистрацилесе çурални çинчен ĕнентерекен пĕрремĕш официаллă документ панă. Район пуçлăхĕн ăшă салам сăмахĕсемлĕ çырăва парнеленĕ май пай специалисчĕсем Фурмановсен çемйине çирĕп сывлăх, телей, килĕшÿ те ăнăçу суннă.

Кăрлач уйăхĕнчи районти демографи лару-тăрăвĕ начар мар. Çĕнĕ çулталăкăн малтанхи уйăхĕнче районта 48 ача çуралнă. Ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен вунă пепке ытларах.

Районĕпе 24 çамрăк мăшăра арлă-арăмлă пулни çинчен ĕнентерекен свидетельство панă. Иртнĕ çулхи кăрлачринчен тăхăр мăшăр ытларах çырăннă. Тĕрлĕрен сăлтавпа уйрăлса каякансен шучĕ чакни те кăмăллă.

Кăрлачра 28 çемье амăшĕн капиталне илме тивĕçнĕ. Вăл шутра 16-шĕ иккĕмĕш, 10-шĕ виççĕмĕш, 2-шĕ тăваттăмĕш ача çуратнă хыççăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика