07 февраля 2009 г.
Юлашки çулсенче районта çĕр ĕçĕпе тимлекен ял хуçалăх предприятийĕсен, кооперативсен, тулли мар яваплă обществăсен, фермер хуçалăхĕсен ушкăнĕ хутшăннăçемĕн хутшăнса пырать. Хальхи вăхăтра вĕсем пирĕн тăрăхра хĕрĕхе яхăн шутланаççĕ. Вĕсенчен хăшĕсем унчченхи никĕс çинчех малалла аталанаççĕ, теприсем хуçалăхăн ячĕ-шывне, пĕлтерĕшне улăштарса, çĕнетсе малалла ĕçлесшĕн талпăнаççĕ.
Районта коллективлă хуçăлăх ертÿçисем те улшăнкаласах тăраççĕ. Паянхи куна вĕсенчен “Малалла” хуçалăх ертÿçи М.Петров, “Красное знамя” кооператив ертÿçи П.Никифоров, “Труд” кооператив ертÿçи Н.Михайлов чăнах та ват “лаша” вырăнĕнче лава туртаççĕ. Вĕсем пурте çирĕм е ытларах çул та хуçалăха ăнăçлă ертсе пыраççĕ.