АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх çыравĕ Халăхшăн усăллă пултăр

07 февраля 2009 г.

Çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ пысăк мероприяти – халăх çыравĕ – татăклăн хăçан иртесси паллă. Ăна 2010 çулхи юпан 14-25-мĕшĕсенче йĕркелеççĕ. Шутлă вăхăт, паллах, хăвăрт иртет. Ăна тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илес тĕлĕшпе районта иртнĕ çулах курăмлă ĕçсем пурнăçланă. Çак тĕллевпе кăçал ĕçлемелли те пайтах. Пирĕн хаçат сотрудникĕ районти çырав ыйтăвĕпе ĕçлекен уполномоченнăйпа Г.И.Афанасьевпа тĕл пулса хăш-пĕр шухăша сÿтсе явнă.

– Геннадий Иванович, ытти ыйтупа пайăрлă калаçу пуçариччен вулакансене халăх çыравĕн тĕллевĕ пирки каласа хăварăр-ха.

– Халăх çыравне халăхшăн, унăн пурнăçĕшĕн усăллă пултăр тесе йĕркелеççĕ. Унăн тĕллевĕ – “Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕ çинчен” Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн палăртнă вăхăт тĕлне Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан çынсем çинчен пур енлĕ сведени пуçтарасси. Çакă вара пирĕн çĕр-шыври демографи лару-тăрăвне, халăхăн социаллă пурнăçне туллин хак пама май парать. Урăхла каласан, çырав вăл çĕр-шыври халăх пурнăçĕн пĕр тапхăрти сăн ÿкерчĕкĕ. Раççейре çак “ÿкерчĕке” вунă çулта пĕр хутчен тăваççĕ. Хăш-пĕр çĕр-шывра, сăмахран, Канадăра ăна пилĕк çулта пĕр хутчен йĕркелеççĕ.

Сăмах май каласан, 2002 çулхи халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕпе “АПК аталанăвĕ”, “Раççей гражданĕсене – хăтлă çурт-йĕр”, “Сывлăх”, “Вĕрентÿ” приоритетлă наци проекчĕсене йышăнма май панă. Вĕсем пирĕн районта та ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ.

– Тепĕр чухне халăхра çырав пирки кутăнла, пăтрануллă шухăшсене те илтме пулать. Перепись хучĕсене налук службине тăратаççĕ, çар комиссариатне параççĕ тата ытти те... Çавăнпа вĕсем хăйсем пирки нимĕн те каласшăн мар.

– Çак шухăшсене çирĕппĕнех хирĕçлесе каламалла. Çырав хучĕсем нимĕнле сăнав органне те каймаççĕ. Переписчиксемпе статистика органĕн сотрудникĕсем çырса илнĕ хутсем никам аллине те лекмеççĕ. Çакăншăн вĕсем питĕ яваплă.

– Халăх çыравне кирлĕ пек хатĕрленсе ирттерес енĕпе иртнĕ çулах “пăр тапраннă” темелле. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта мĕнлерех ĕçсем пыраççĕ-ши;

– Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçне ăнăçлă хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе районта комисси туса хунă. Унăн председателĕ район пуçлăхĕ Н.Глухов. Комисси членĕсен кашнийĕн хăйĕн тивĕçĕ. Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн вĕсем вăхăтран вăхăта отчет тăваççĕ, вырăнсене тухса халăхпа курнăçаççĕ, çырав пĕлтерĕшĕ пирки ăнлантараççĕ. Ял тăрăхĕсенче çак пĕлтерĕшлĕ ĕçшĕн яваплă çынсем хăйсем пур. Вĕсем пĕлтĕр тĕпрен илсен халăх пурăнакан вырăнти адрес хуçалăхне йĕркелесе çитерессипе, урамсен ячĕсене çырнă аншлагсене, çуртсен номер паллисем пуррипе çуккине инвентаризацилессипе ĕçленĕ. Пирĕн районта ĕçĕн çак тапхăрне ăнăçлă пурнăçланă темелле. Çулталăк тăрăшшĕпе ял тăрăх специалисчĕсем районти 13500 çурта, 434 урама çитсе хакланă, çитмен-лĕхсене шута илнĕ.

– Геннадий Иванович, кăçалхи ĕç калăпăшĕ пирки мĕн каланă пулăттăр;

– Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçне хатĕрленсе 2009 çулта пĕлтĕрхи ĕçе малалла тăсмалла пулать. Мĕн пур хатĕрленÿ мероприятийĕсене ирттерме июль уйăхĕнчен çак ĕçпе конкретлă тимлекен хушма çынсем, вырăнсенче регистраторсем пулаççĕ. Çавăнпа та информаципе ăнлантару ĕçне йăлтах вĕсем урлă пурнăçлатпăр.

Халăх çыравĕ енĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăй Чăвашстатăн Патăрьелĕнчи уйрăмĕнче вырнаçнă.

А.ЕГОРОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика