07 февраля 2009 г.
“Труд” хуçалăхра ĕçлекенсене тĕрлĕ енлĕн хавхалантарма тăрăшаççĕ. Ял хуçалăх уявне анлăн паллă турĕç. Хастар та тăрăшуллисене хаклă парнесемпе чысларĕç. Шупашкартан килнĕ артистсем концерт кăтартрĕç.
Çĕнĕ çула та “Труд” кооперативра тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илчĕç. Уява тĕп бухгалтер Г.Григорьева ертсе пычĕ. Вăйăсем, конкурссем йĕркеленĕ, мала тухнисем парнесем илме тивĕçрĕç. Çавăн пекех хуçалăхра тăрăшакансен ачисем те елка тавра юрласа, ташласа савăнчĕç. Хĕл Мучи кашнине пылак çимĕç тултарнă хутаç пачĕ.
Хуçалăхра ĕçлекенсем патне çакăн пек тимлĕх уйăрни пуриншĕн те кăмăллă тата та лайăхрах вăй хума хавхалантарать.
Б.КОШКИН.