07 февраля 2009 г.
Вăтаел ялĕнче эпĕ пĕчĕкçĕ чухне пулса курнăччĕ. Пысăках мар вăл. Пăла юхан шыв хĕрринчи сăртлă вырăнта вырнаçнăран йывăçсем айĕнче сип-симĕссĕн курăнса ларатчĕ. Курнавăшран 10 çухрăмри яла пырса кĕричченех чăваш тĕрриллĕ пÿртсем, садсемпе кÿлĕсем таçтанах куçа илĕртетчĕç.
– Маттур халăх, ĕçчен çĕр çыннисем пурăнаççĕ ку тăрăхра, – тенĕччĕ атте. Чăнах та çапла, йăхран-йăха шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăннăран çыннисем те сăн-пичĕпе кăна мар, чунĕпе те илемлĕ. Шăпах çак тĕлĕнмелле ырă кĕтесре çуралнă та ĕнтĕ В.Яковлева вĕрентекен çыравçă. Унччен маларах та республикăра тухса тăракан хаçатсенче вуланă-ха вăл çырнисене, уйрăмах “Хыпарта” пичетленнисемпе пĕр сиктермесĕр паллашнă, хăйĕнпе вара калаçса курман пулсан та хайлавĕсене аван пĕлетĕп темелле. Ăста çыравçăпа эпĕ Елчĕк тата Патăрьел районĕсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен канашлăвĕнче çывăхрах паллашрăм. Валентина Петровна Туçа шкулĕнче ачасене 25 çул ытла тăван атте-анне чĕлхине вĕрентет. Вăл – аслă категориллĕ педагог. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви Хисеп хучĕсемпе (1997, 1998, 2001 çç.), “Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ” (2005 ç.) ятпа хакланă.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтерсессĕн Валентина инçетре телей шыраман, тăван ялах качча кайса тĕпленнĕ. Ача-пăча çуратса пăхса ÿстернисĕр пуçне кĕнеке хыççăн кĕнеке пичетлеме те, хăй ĕçĕнче чăн-чăн ăста пулма та мехел çитерет. Ăçтан пĕр çынра çакăн чухлĕ пултарулăх тесе ăмсанмаллипех ăмсанатăн вара.
Пĕчĕккĕллех чăваш çыравçисен ĕçĕсене шĕкĕлчесе ÿснĕскер, пĕррехинче хăй те районта тухса тăракан “Авангард” хаçата заметка çырса ярса пăхать. Вăл пичетленет. Мĕн тери пысăк савăнăç пулнă çырас туртăмлă хĕр ачашăн! Унтан республикăри “Пионер сасси” хаçатпа та туслă çыхăну тытма пикенет…
Алăран ямасăр тенĕ пек вуласа тухрăм Валентина Петровнăн кăмăлтан парнеленĕ “Пирĕн йăх” (Патăрьел, 2004 ç.) кĕнекине. Тарăн шухăшлă калавсен тыткăнне лекетĕн те унти геройсен шăпипе кăсăкланма пуçлатăн. Сăнарĕсем те тата хамăр хушăмăртанах. Çыннăн чун-чĕрине шалтан-шала кĕрекен çак шая çитнĕ çыравçăсене юлашки вăхăтра курманччĕ-ха эпĕ. Аслисемпе çамрăксем хушшинчи каçкăçа “юсаса тăманран”, вăхăтĕнче канаш-пулăшу паманран шанчăк параканнисем те çырав ĕçĕнчен писрĕç пулĕ. Пур-ха авă ялсенче те çыракансем, пĕтмен, хирте ÿсекен чечексене аса илтерекен çирĕп те пуян чунлă маттурсем… Катаран килсе пулăшасса кĕтмеççĕ, кирлĕ пулсан, хăйсен вăйĕпе кăларнă кĕнекесен чăн хакне вара кĕмĕлпе виçмеççĕ. Чи пахи – вĕсене халăх юратса вулани.
- Чун туртнипе çыратăп, - тет Валентина Петровна сăпайлăн.
Хăв калашле, çырмашкăн вăхăтна тупма тăрăш. Патăрьел çĕрĕ вăл – аслă çыравçăсен çĕрĕ… Мĕн ĕмĕтленни яланах пурнăçланса пытăрччĕ санăн, Валентина. Эпир вара эсĕ çырнисене вуласа киленер: çутăрах, ырăрах, вăй-халлăрах пулар.
В.ВОРОНОВА.
Елчĕк районĕ.