АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усал чир «ыйхăран» вăранать

07 февраля 2009 г.

Паян чи анлă сарăлнă инфекцисен шутне сĕлеке е сывлăш урлă вируссем лекнипе пуçланаканнисем (ОРВИ), ку шутра грипп та кĕреççĕ.

Пĕтĕм тĕнчери Сывлăх сыхлавĕн организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, ватă çынсен 6 проценчĕ гриппа чирлесе вилет.

Кăтартусем палăрмаллах лайăхланса пыраççĕ. Вĕсем грипа хирĕç прививкăсем тунипе те çыхăннă. 2008 çулта “Сывлăх” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн “Хушма иммунизацие” пурнăçласа 4730 çынна грипран прививка тунă, 2000 çын валли район бюджетĕнчен 110 пин тенкĕ уйăрнă.

Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ: грипп вирусĕ – питĕ усал. Кĕтмен çĕртен температура 39-40 градус таран хăпарать, пуç çурăлса каясла ыратать, пит хĕрелет, сăмса хупланса ларать. 2-3-мĕш кунхине сунас пуçланать. Чир шала каймасан пысăк температура 5 кун тăрать.

Чирленине сиссен мĕн тумалла-ха; Тухтăра киле чĕнмелле. Çемьере пĕрле пурăнакансене чирлеттересрен асăрханмалла. Май пулсан чирлĕ çынна вăхăтлăха урăх пÿлĕме куçармалла, çак вырăна тăтăшах дезинфекцилекен хутăшсемпе (хлорамин, кĕпе супăнĕ) çуса тăмалла. Микробсене пĕтерекен кварц лампи пулсан та аван. Пÿлĕме уçăлтармалла. Чир шала ан куçтăр тесен вырăн çинчен пачах тăмалла мар.

Организма наркăмăшлă япаласенчен тасатма чей, ăшă сĕт, морс, тĕрлĕ сĕткен ĕçмелле.

Тухтăрпа канашламасăр эмелсемпе ан сипленĕр.

Вирус инфекцийĕпе кĕрешме ăна аркатакан эмелсем çеç пултараççĕ. Тĕслĕхрен, грипран ремантадин, альгирем, интерферон препарачĕсем пулăшаççĕ.

Сиплениччен – сыхланăр!

Çулсерен вырăнти фельд-шер-акушер пункчĕсенче, амбулаторисенче, поликлиникăсенче грипран прививка тăваççĕ. Шел пулин те, сывлăш çулĕн ытти инфекци чирĕсенчен вакцина çук. Эппин, чи малтан иммунитета çирĕплетмелле. Организма пиçĕхтерни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни, çанталăка кура тăхăнни усăллă.

Чир çавăрса ан илтĕр тесен апат-çимĕçе пĕлсе çимелле, вăл белокпа çуран, витаминран пуян пултăр. Хĕлле уйрăмах сухан, ыхра, чĕрĕ пахча çимĕçпе улма-çырла, йÿçĕтнĕ купăста сиплĕ. Поливитаминсем ĕçсе тăмалла.

Р.ГАВРИЛОВА,

“Роспотребнадзор” центрĕн районти пайĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика