07 февраля 2009 г.
Иртенпех çын татăлмарĕ паян Туçари аптекăра. Пĕри тин çуралнă ача валли шыва кĕртнĕ çĕре яма кирлĕ эмел курăкĕсем, тепри шăнса сывлăш çулне сиенлетнĕрен сипленмелли имсем, виççĕмĕшĕ участокри больницăна çÿресе укол тутармалли ампулăсем илет. Вĕсене туянни çеç мар, мĕнле сипленесси çинчен те ыйтса пĕлеççĕ. Кирлĕ сĕнÿсене сахал мар парать аптека заведующийĕ Л.Фролова. Врачпа канашламасăр сипленме хушмасть. Кĕрлĕ-çурлă организм хавшать. Çак вăхăтра тĕрлĕ витамин ĕçме сĕнет. Пурне те тупса илме пулать халĕ. Укçа çеç пултăр.
40 çул ытла çакăнта ĕçлет Любовь Ивановна. Чĕмпĕрти фармацевтика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн пуçăннă. Ун умĕнчисем час-часах улшăнса тăнăран, çамрăка çак тивĕçе шанса пама иккĕленекенсем те пулнă. Çавăнпах-и, тен, фармацевт пĕрремĕш кунранах пысăк яваплăха туйса ĕçе кÿлĕннĕ. Вĕренÿри пĕлÿпе туллин усă курса çанă тавăрса йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă. Çулран-çул çитĕнÿсем тума пуçăннă. Районти аптекăсем хушшинче кăтартуллисен шутне кĕнĕ. Фармацевтсемпе ирттерекен професси конкурсĕсенче малти вырăнсене йышăннă.
Ырă аса илÿсем нумай халĕ Л.Фроловăн. Вологда хулинчи фармацевтсен семинар-канашлăвне хутшăнма тивĕçнĕ вăл. Чăваш делегаци йышĕнчен президиумра ларма ăна сĕннĕ. Республикăри фармацевтика ĕçĕ çинчен сăмах тухса калама пултарни мĕн пысăкăш чыс тата.
Любовь Ивановнăн ĕç кĕнеки çинче те пĕр вырăнта вăй хунине çирĕплетекен йĕркесем çеç. Çакăн пек тĕслĕх республикăра та пĕрре çеç пулнине палăртать “Фармация” аптека управленийĕн ертÿçи В.Филимонов.
Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт ялĕн хĕрĕ Туçара тĕпленессе шутламан та. Хăй пекех кунти больницăна ĕçлеме килнĕ Александр Ильич шăл врачĕпе çемье çавăрнă. Мăшăрĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Çемьере виçĕ ача çитĕннĕ. Асли ашшĕ çулĕпех кайнă. Володя И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн сиплев факультетĕнчен вĕренсе тухнăранпа 10 çул ытла районти тĕп больницăра онколог пулса ĕçлет. Кинĕ те çемье профессине малалла тăсать, медицина ĕçченĕ.
Хĕрĕсемпе те савăнмалăх пур. Вера Туçари шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. И.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетăн ют чĕлхесен уйрăмĕнче пĕлÿ пухса хĕрлĕ диплом илнĕ. Харăсах нимĕç тата акăлчан чĕлхисене парăнтарнă. Ун хыççăн Чулхулари аспирантурăран вĕренсе тухса мединститута таврăннă, доцента кафедрăна ертсе пыма шаннă.
Кĕçĕнни пединститутăн биологи уйрăмĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухса пĕлĕвне аспирантурăра малалла тăснă. Химипе ученăй ятне хÿтĕлеме хатĕрленет.
Килĕшет ял пурнăçĕ Фроловсене. Вăхă-тĕнче картиш тулли выльăх та тытнă вĕсем. Çĕрпе ĕçлеççĕ. Киленсе пурăнмалăх çурчĕ-йĕрĕ тĕреклĕ. Çитĕнекен ăру ура çине тăнă. Сывлăха упраса мăнуксемпе çеç савăнса пурăнмалла. Çапла тума тăрăшать те мăшăр.
А.АСТРАХАНЦЕВА.