07 февраля 2009 г.
Район больницин реабилитаци центрĕ, урăхла ăна “Родник” профилактори теççĕ, 1985 çултанпа ĕçлет. 1991 çултанпа ăна Д.Гайнуллина ертсе пырать. Дильбер Зардыновна – врач-терапевт. Чăваш патшалăх университетĕнчен 23 çул каялла вĕренсе тухсан, Патăрьел район больницине ĕçлеме килнĕ.
“Родник” профилактори тĕп больницăри ытти уйрăмсенчен чылай енĕпе палăрса тăрать. Урамран кĕрсенех хăвна урăх тĕнчере туятăн. Пур çĕрте те тасалăх, тирпейлĕх тата йĕркелĕх хуçаланать. Коридорсенче, кашни пÿлĕмри чÿречесем çинче кăнтăрти евĕр чечексем ешереççĕ. Вăхăтĕнче Юхма тăрăхне сахал мар тупăш кÿнине аса илтерекен хăмла курланкисем те сумлă вырăн тупнă. Телевизор курма, шашка-шахмата кăмăллакансем валли уйрăм вырăн пур. Хаçат-журнал, медицина темисемпе çырнă брошюрăсем çителĕклĕ. Креслосем хушшине лартса тухнă лутра сĕтелсем çинче кăкшăмсемпе куркасем чей-кофе юратакансене кĕтеççĕ. Урăхла каласан, администраци сипленме çÿрекенсем кĕтсе ларнă вăхăта усăсăр ан ирттерччĕр тесе кирлĕ пек тăрăшать.
Реабилитаци центрĕнче пурĕ 13 ĕçчен. Вĕсен хушшинче врач-терапевт, медицина сестрисем, санитаркăсем тата сестра-хозяйка. Кунти лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе пирĕн штатра тăман корреспондент уйрăм заведующийĕпе Д.Гайнуллинăпа тĕл пулнă.
– Дильбер Зардыновна, профилакторинче курса тĕлĕнмелли пурте тенĕ пекех куç умĕнче. Сиплев ĕçĕсем пирки мĕн каланă пулăттăр;
– Пирĕн коллективра, çын мĕнле ĕç вырăнĕ йышăннине шута илмесĕр, халăх сывлăхне сыхлассине хăйĕн тĕп ĕçĕ тесе шутласси йăлана кĕнĕ. Чирлисене районти тĕп больницăран панă направленипе йышăнатпăр. Диагноза анализа тĕпе хурса палăртатпăр. Юлашки тапхăрта халăхра чĕрепе юн тымарĕсен, сывлакан органсен, хускану аппарачĕсен, нерв системин чирĕсем сарăлчĕç. Çакăн пек чирсемпе кĕрешме тивет те ĕнтĕ.
Кун каçиччен 50 пациентран кая мар хăйĕн сывлăхне тĕреклетет. Вĕсене чирне кура тĕрлĕ кабинетсенче хальхи вăхăтри оборудованисемпе сиплетпĕр. Ку тĕлĕшпе пылчăкпа, ăшăпа, тĕрлĕ физиоаппаратурăпа, озонпа сиплекен, массаж тăвакан, процедура кабинечĕсен алăкĕсем яланах уçă. Кашни ĕçчен хăйĕн ĕç вырăнне хаклать. Медицина сестрисене илес пулсан, вĕсем пĕр-пĕрне кирек хăçан та пĕр шикленмесĕрех улăштарма пултараççĕ. Тата çакă кăсăклă. Медперсонал вырăсла, тутарла тата чăвашла шăкăлтаттарсах калаçма пултарать. Профилакторинче сипленекенсен врач çырса панă эмеле туянма аякка çÿремелле мар. Кунтах район центрĕнчи 43-мĕн аптекăн киоскĕ ĕçлет. Енчен те кирлĕ эмел паян çук пулсан, В.Сидорова киоскер тăрăшнипе ыран пулатех. В.Лампасова сестра-хозяйка ĕçĕ те яваплă. Кунта вăл вырăн таврашне çуса тасатса, якатса тăрать. Хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçласа пырать.
– Кашни ĕç ăнăçлăхне кадрсем татса параççĕ. Сирĕн те çавăн пек ĕнтĕ. Медицина сестрисемпе санитаркăсенчен хă-шĕсене уйрăммăн палăртма пултартăр;
– Çук, çук... Пĕрне мухтаса тепĕрне хурласшăн мар эпĕ. Пурте мухтава тивĕçлĕ. Л.Селиванова аслă медицина сестри 22 çул, Г. Емекова – 16, Д.Налиба 17 çул юратнă ĕçре. Ф.Немакаева, Э.Салеева сестрасен, массаж тăвакан Т.Ляллинан ĕç стажĕ кăштах сахалтарах пулсан та, опытлисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. И.Белинова, Г.Сукорова, Н.Павлова санитаркăсем те тăрăшуллă. Вĕсем кабинетсемпе коридорсене, профилактори территорине тасатса, тирпейлесе тăраççĕ.
Кунсăр пуçне кунта район больницин шăл кабинечĕ ĕçлет. Ку та пирĕн патăрта сипленекенсемшĕн питех те меллĕ. “Родника” районăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килеççĕ. Стоматологи кабинечĕ çывăхра пурăнакансемшĕн ни-мĕнле йывăрлăх та кăларса тăратмасть. Енчен те пациентсем шăлпа нушаланаççĕ пулсан, стоматологи кабинетĕнче çăмăллăнах сиплеме пултараççĕ. Ф.Бурчаклы шăл врачĕпе Э.Валитова медицина сестри туххăмрах сиплесе яраççĕ.
– Профилакторие камсем ытларах çÿреççĕ;
– Эпир ăна уйăрмастпăр. Пенсионер-и вăл е ĕçлеме пултаракан е тата çамрăк ача... Вĕсене сиплесси – пирĕн таса тивĕç. Хамăр тишкернĕ тăрăх сипленекенсенчен 35 проценчĕ пенсионерсем. Ыттисем ĕçлеме пултаракансемпе ачасем. Эпир сыватнин уссине туйнипе çулталăкне икĕ хутчен килекенсем те сахал мар.
– Дильбер Зардыновна, эсир тунă ĕçсемпе çырлахса ларакан врач мар. Малашлăх валли мĕн палăртатăр;
– Плансем, шухăш-ĕмĕт пĕчĕк мар. Иртнĕ çул физиоаппаратурăран 10-шне çĕнетсе улăштарнăччĕ. Кăçал та çĕнетме майсем пур. Нумаях пулмасть магнитофон туянтăмăр. Унăн ерипен вылякан кĕвви чирлисене ыратнине вăхăтлăха мантарать.
– Хăвăр енчен тата мĕн хушса калама пултаратăр;
– Малашне те халăха сиплес канăçа çухатас марччĕ. Коллективпа килĕштерсе ĕçлесе, пĕр-пĕрин хуйхи-суйхине туясчĕ. Çуралнă тата ытти асра юлмалли кунсене хальхи евĕр сĕтел хушшинче паллă тăвасчĕ.
– Дильбер Зардыновна, сире калаçма вăхăт тупнăшăн пысăк тав. Палăртнă ĕçĕрсем пурнăçа кĕччĕр.
Н.ВОЛКОВ калаçнă.