07 февраля 2009 г.
1 – Египетри таса пурăнăçлă Аслă Макарий.
2 – Таса пурăнăçлă Аслă Ефимий.
3 – Таса пурăнăçлă Максим Грек.
5 – Таса пурăнăçлă Геннадий. Кострома çĕрĕнчи святойсене асăнмалли кун.
6 – Петербургри таса Ксения.
7 – Григорий Богослов святитель.
8 – Турăшăн хĕсĕрленĕ саманара Раççейре асап тÿссе вилнĕ святойсене асăнмалли кун.
9 – Иоанн Златоустăн таса ÿтне куçарни.
10 – Таса пурăнăçлă Ефрем Сирин.
11 – Асап тÿссе вилнĕ Игнатий Богоносец святойăн таса ÿтне куçарни.
12 – Пĕтĕм тĕнчери халăха Христос тĕнне вĕрентнĕ святительсем Аслă Василий, Григорий Богослов, Иоанн Златоуст.
15 – 40 кунхи Иисуса чиркÿре кĕтсе илни (Сретение Господне).
16 – Япони çĕрне чи малтан Христос тĕнĕпе çутăлтарнă апостолсемпе пĕр тан Николай.
18 – Чернигов архиепископĕ Феодосий святитель.
21 – Вилнĕ тăванăмăрсене асăнмалли шăматкун.
22 – Иркутск хулинчи Иннокентий святитель. (Аслă çăварни).
24 – Вологда çĕрĕнчи таса пурăнăçлă Димитрий.
25 – Турă Амăшĕн “Иверская” ятлă турăшне асăнса кĕлтумалли кун. Хăватсем тăвакан Мускав митрополичĕ Алексий.
27 – Апостолсемпе пĕр тан Кирилл.