11 февраля 2009 г.
Паян районта хуçалăхсем нумай, анчах вĕсене пурнăç ыйтнă пек, тĕрĕс те пĕлсе ертсе пыракансем сахал. Экономика тĕлĕшĕнчен тĕреклисене шутласа тухма алăри пÿрнесем те ытлашши. Ура çинче çирĕп тăраканнисенчен пĕрисем – “Малалла” тата “Первомайск” хуçалăхсем. Иккĕшне те ЧР Президенчĕн советникĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, унăн председателĕ М.Петров ертсе пырать.
2009 çула республика Президенчĕ Н.Федоров “Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ” тесе ят пачĕ. Кăçалтан икĕ хуçалăх ертÿçи мĕн кĕтет тата малашлăхри тĕллевсем пирки М.Петровпа курса калаçрăмăр.
– Михаил Владимирович, эсир “Малалла” хуçалăх ертÿçин тилхепине тытнă саманта аса илер-ха...
– Кăçалхи июлĕн 19-мĕшĕнче шăпах 19 çул çитет. Урăхла каласан, “Рассвет” хуçалăхран уйрăлнă хыççăн халăх мана çак тивĕçе шанчĕ. 2001 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче “Первомайск” хуçалăха та ертсе пыма пуçăнтăм. Саккăрмĕш çул ĕнтĕ икĕ хуçалăхпа ĕçлетĕп.
– Иртнĕ çул эсир ертсе пыракан хуçалăхсемшĕн мĕнлерех пулчĕ;
– Япăх тесе калас килмест. “Малалла” хуçалăхра тĕш-тырă гектартан бункер виçипе 38,1 центнер, çĕр улми – 204, сухан-севок 130 центнер тухрĕç. Вĕсемсĕр пуçне хĕрлĕ кăшман, сахăр кăшманĕ, кишĕр тата ытти культурăсене çитĕнтернĕ. Вĕсен те тухăçĕ начар мар. “Первомайск” хуçалăхра та пĕрчĕллĕ культурăсем гектартан – 28, çĕр улми 249 центнер пулчĕ. Кĕрхисене “Малаллара” – 90, “Первомайскинче” 120 гектар акса хăварнă. Çурхисене никĕсе хывма çĕртме 100 проценчĕпех тунă. Акана пысăк пахалăхпа тата кĕске вăхăтра ирттерессе шанатăп.
Икĕ хуçалăхра та пусă çаврăнăшне тытса пырасси тĕп вырăн йышăнать. Технологине пăхăнни минераллă удобренисемпе сахалтарах усă курма, кăтартусене лайăхлатма май парать.
Яваплă тапхăрсенче Н.Филиппов, Н.Сергеев, В.Шагулов, И.Киргизов, В.Улжусев (“Малалла” хуçалăхран), В.Киргизов, Ю.Дикин, В.Никитин, З.Степанов (“Первомайск” хуçалăхран) механизаторсем питĕ тăрăшуллă.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те кăтартусем начар мар. “Малалла” хуçалăхра пĕр ĕнерен 4 пин килограмм ытла, “Первомайск” хуçалăхра – 3700 килограмм сунă. О.Шайдукова, А.Шерняева, О.Орман ĕне сăвакансем, Е.Кудряшова пăру пăхакан (“Первомайск”), Л.Шурбина, О.Иванова дояркăсем, З.Шурякова сысна пăхакан (“Малалла”) хăйсене шаннă ĕçе чунтан юратса тата тĕплĕн тăваççĕ.
Уй-хир отраслĕнче вăй хуракансене те ырăпа çеç асăнас, тав сăмахĕ калас килет. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени çитĕнÿсем тума пулăшать. 2008 çула “Первомайск” хуçалăх – 3 миллион тенкĕ, “Малалла” 5 миллион тенке яхăн тупăшпа вĕçлерĕ.
– Паян ял хуçалăхĕнче кадрсем çитменни пирки пур çĕрте те калаçаççĕ. Сирĕн патăрта мĕнлерех;
– Икĕ хуçалăхра та тивĕçлĕ канăва тухнисемпе тачă çыхăну тытатпăр, вĕсем пире нумай пулăшаççĕ. Акă, Николай тата Зинаида Хураськинсем, Александрпа Анастасия Верликовсем ĕмĕр тăршшĕпех хуçалăхра тăрăшнă, халĕ те ĕç вăйĕ кирлĕ чухне хире тухма хатĕр. Ун пеккисем пирĕн нумайăн. Хуçалăх хăй те вĕсене пулăшу кирлĕ чухне хирĕçлемест. Çамрăксем те ялалла туртăнма пуçлани сисĕнет.
– Хальхи яш-кĕрĕм çĕр ĕçĕ патне туртăнсах каймасть, чылайăшне юрист, экономист профессийĕ илĕртет. Çамрăксене яла хăварас тесе хуçалăхра мĕн те пулин тăватăр-и;
– Чи малтанах шкул ачисемпе çыхăну тытатпăр. Вĕсемпе тĕл пулатпăр, çуллахи вăхăтра ĕç тупса паратпăр. Арçын ачасене ытларах техника патне çывăхрах пултарассишĕн тăрăшатпăр. Çавăн пекех çамрăк специалистсене çурт-йĕр тума субсиди илме пулăшатпăр, хуçалăх хăй те пăрахмасть. Юлашки вăхăтра çамрăксем нумайланчĕç. Çавсенчен пĕрисем Владимирпа Екатерина Анисимовсем, иккĕшĕ те хуçалăхра тăрăшаççĕ. Пĕри – тĕп инженер, тепри – экономист. Трактористсем хушшинче те яшсем чылай. Ĕçлеме кăмăллă пултăр тесе техника паркне те çуллен çĕнетсе пыратпăр. Кивĕ тракторпа камăн вăй хурас килтĕр;
Лайăх специалист пулма институтра е университетра вĕренни çеç пулăшмасть, хăвăн ĕçне пĕлсе тата чунтан юратса пурнăçлани кирлĕрех.
Çамрăксен халь яла юлнишĕн хурланмалла мар: условисем лайăх. Кăçал икĕ хуçалăхĕпе халăха йÿнĕ хакпа тĕш-тырă 1050 тонна сутнă. Хăш-пĕр çемье 10-15 тонна илнĕ. Акă, Николай Филиппов мăшăрĕпе хуçалăхра тăрăшсах ВАЗ-2110 маркăллă çăмăл машина илчĕ. Л.Ергунов та нумай пулмасть “Приора” туянчĕ. Ĕçлесен ялта та лайăх пурăнма май пур тесшĕн эпĕ.
– Михаил Владимирович, хуçалăхра тĕл пулакан йывăрлăхсем пирки те сăмах хускатар-ха...
– Ял хуçалăхĕнче ĕçлеме нихăçан та çăмăл пулман. 19 çул хушшинче темле йывăрлăхпа та тĕл пулнă, анчах пуçа усса ларсан, хамăр ĕçлемесен пире никам та пулăшмасть. Чăнах та, юлашки вăхăтра яла аталантарассишĕн нумай тăрăшрĕç. Халь кашни килте тенĕ пекех газпа ăшăнаççĕ, ялсене асфальт çул çитрĕ. Малашне тата таса шыв кĕртессипе, урамсене чул сарассипе тимлеме пуçăнĕç. Çав вăхăтрах производство ĕçĕ пит тикĕс пырать теме çук. Пĕтĕм тĕнчери финанс кризисĕ каллех ял хуçалăхне пырса тиврĕ: продукци хакĕ чакрĕ. Пĕр вăхăт удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем йÿнелчĕç, халь каллех ÿсме пуçларĕç. Чăтмалла, ахлатса ларнипе малалла кайма çук.
– 2009 çула республика Президенчĕ “Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ” тесе ят пачĕ. Ку çулталăкран эсир мĕн кĕтетĕр тата тĕллевĕрсем мĕнлерех;
– Халĕ патшалăх енчен пулăшу нумай. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме республика бюджетĕнче 25 миллион тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă, вырăнти бюджетсенче те çавăн чухлех кĕртме планланă. Çак çĕрсемпе туллин усă курма тытăнсан продукци туса илесси те лайăхланмалла. 2009 çула Президент “Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ” тенĕ май, пирĕн умма пысăк тĕллевсем лартрĕ. Республикипе пĕрер миллион тоннăран кая мар тĕш-тырă тата çĕр улми туса илмелле Кунта пирĕн хуçалăхсен тÿписем те пысăк пулмалла. 2008 çулта икĕ хуçалăхĕпе 30-32 пин центнер тырă çапса кĕртнĕ пулсан, кăтартăва 40 пин центнера çитерме планламалла. Çавăн пекех çĕр улми те 40-45 пин центнертан кая пулмалла мар.
Пысăк тухăç илес тесен патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ, уйрăмах ял хуçалăх техникине туяннă çĕрте. Пирĕн кÿршĕ республикăсем хуçалăх илнĕ техника хакĕнчен укçан пĕр пайне, Тутарстан – 30 процент, Мордва республики – 20, Ульяновск облаçĕ 20 процент, каялла тавăрса параççĕ. Шел пулин те, республикăра кун пек тĕслĕх çук. Н.Федоров Президент пирĕн патăрта та çапла тума сăмах пачĕ, хăй каланине çи-рĕплетессе шанатпăр.
Хуçалăхсенчи çитĕнÿсем пĕр манран çеç килмеççĕ, специалистсем лайăххи те пысăк вырăн йышăнать. Тата хуть мĕнле продукцине туса илнĕ çĕрте укçа малтан хумасан, пысăк тухăç пулмасть. Икĕ хуçалăхĕпе те çаксене шута хурса ĕçлетпĕр.
О.ПАВЛОВА калаçнă.