11 февраля 2009 г.
Юлашки вăхăтра Патăрьел районĕнче хăйсем çине алă хурса вилни е вилме хăтланни, тĕрлĕ хими препарачĕпе, наркăмăшпа усă курни нумайланчĕ.
16-25 çулсенчи çамрăксем юлташĕсемпе, çывăх çыннисемпе, ашшĕ-амăшĕпе урлă пулнипе, вĕренÿре йывăрлăхсем сиксе тухнипе е “çирĕплĕхне” кăтартас тĕллевпе хăйсем çине алă хураççĕ.
25-40 çулсенчи çынсене вара пурнăçри йывăрлăхсем, ĕçсĕр тăрса юлни, пурăнма укçа-тенкĕ çитменни, мăшăрĕ улталани тата ытти те вилĕм енне тĕртеççĕ.
40 çулран иртнисем эрех-сăрапа виçесĕр иртĕхнипе, çемьене çухатнипе, тăванĕсем е çывăх çыннисем “ăнланманнипе” пурнăçран уйрăлаççĕ.
Чылай чухне çынсене вăхăтра медицина пулăшăвĕ парсан çăлса хăварма пулать.
Мĕнле вăй хĕтĕртет, тĕртет çынсене вилĕм патне утăм тума; Харпăр хăйне хÿтĕлесе хăвараслăх ăçта-ха ун пек чухне; Ку ыйтусене хуравлама питех те йывăр, темĕнччен сÿтсе явма та пулать.
Çут çанталăк парнеленĕ чи хаклă япалана – пурнăçа упрамаллах. Хамăр пурнăçа хисеплеменни урăх çыннăн пурнăçĕшĕн тăрăшма та кансĕрлет. Çаксем пирки шухăшласа пăхни никамшăн та ытлашши пулмĕ, çав шутра хăйĕн пурнăçне ал хураканăн та.
Д.ТАЗЮКОВ,
следстви пайĕн аслă следователĕ.