11 февраля 2009 г.
Пурнăç тытăмĕ, экономика аталанăвĕ ылмашăнса ÿссе пынă май ют чĕлхене пĕлни пур çĕрте те кирлĕ пирки никам та иккĕленмест. Акăлчан чĕлхи çирĕппĕн пирĕн пурнăçа кĕрсе пырать. Компьютерпа ĕçленĕ чухне те акăлчан чĕлхине пĕлни кирлех. “Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс” тенĕ каларăш пур. Ман шутпа, культура енчен аталаннă çынна акăлчан чĕлхи питĕ вырăнлă. Эпир те, Ыхра Çырминче ĕçлекен учительсем тата пирĕн ертÿçĕсем, çакна ăнланатпăр. Пирĕн шкулта акăлчан чĕлхине иккĕмĕш класранах вĕрентеççĕ. Ачасем вĕренĕве анлăн явăçчăр тесе тĕрлĕ вăйă, юмах, викторина ирттеретпĕр. Англи тата Америка çĕр-шывĕсен уявĕсене те курма пулать класс тулашĕнчи мероприятисенче. Пĕрле ĕçлекен Г.Пазюковăпа вĕрентÿре компьютер енĕпе чĕлхене аталантаракан тĕрлĕ программăпа анлăн усă куратпăр. Тата çакна та каламалла: малашне Раççей Федерацин Вĕрентÿ министерстви ют чĕлхепе Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ тытассине кĕртмелле тесе палăртать. Çавна май ачасем те акăлчан чĕлхине вырăс чĕлхипе математика предмечĕсемпе танах тĕплĕн вĕренмеллине ăнланаççĕ. Ĕçлени, тăрăшни харама каймасть. Акă манăн вĕрентекенсенчен иккĕшĕ, В.Куракова тата А.Галкина, ЧПУ-ра ют чĕлхесен факультетне пĕтерсе Германи тата Австри çĕр-шывĕсенче хăйсен профессийĕпе ĕçе вырнаçма пултарчĕç. Электронлă почтăпа çыхăнусем тытатпăр. Хăйсен ÿсĕмĕсем çинчен пĕлтерсех тăраççĕ.
Т.ПЕТРЯКОВА.