11 февраля 2009 г.
Эпĕ Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренетĕп. Пĕрремĕш çур çула лайăх паллăсемпе вĕçлерĕм. Историпе çеç «тăваттă» тухрĕ. Манăн умра халĕ çак предметпа та тăрăшарах вĕренес тĕллев тăрать.
Хĕллехи каникулта атте-аннене хуçалăхра пулăшрăм. Татнă вутта йăмăкпа çурса тирпейлеме хутшăнтăмăр. Аттене выльăхсем пăхма пулăшатăп. Пушă вăхăтра компьютерпа тавра курăма аталантарма тăрăшатăп, вăй-хала çирĕплетме йĕлтĕрпе çÿретĕп. Асатте-асаннене те пулăшатпăр. Вĕсем пире юратаççĕ, сăпайлă, ырă пулма вĕрентеççĕ. Асатте мана район хаçачĕпе туслашма сĕнет. Эпĕ ăна юратса вулатăп.
Роман КОШКИН.