11 февраля 2009 г.
46 çул эпĕ кроликсене тĕрлĕ майпа ÿстертĕм. Медикаментсем илсе укçа сая яман, вилнĕ тĕслĕхсем те пулман. Сăмах май, эмелсемпе ытлашши усă курсан какай хăйĕн тутине çухатать.
Кроликсен уссине ытларах курас тесен, вĕсем пирки çулла та, хĕлле те пĕр пек тăрăшмалла. Çурасене амăшĕпе юнашар 17-18 кун пурăнтарнă хыççăн йăва-сырăша уйăрса ямалла. Унта çемçе утă сарнăран ăшă та тирпейлĕ. Вăхăт иртнĕçем ÿсеççĕ, йăх хăварма тытăнаççĕ.
Хĕллехи çăвăрсем типĕтнĕ вĕлтĕренрен тунă çăнăха çитерсен чирлемеççĕ, мĕншĕн тесен аскорбин кислоти пур. Çавăн пекех сырăшсене, шыв ямалли хатĕрсене таса тытмалла. Ура айĕнчен пухнă апата кроликсене çиме памалла мар.
Кроликсемпе интересленекенсем ман пата таçтан та килеççĕ, хам та ыттисемпе тачă çыхăну тытатăп. Шкулсенче те пулатăп, ачасене çак тĕлĕнмелле чĕр-чун пирки каласа паратăп. Вĕсене аслашшĕ-асламăшĕпе пĕрле ĕçлеме сĕнетĕп.
И.СОФРОНОВ.
Сител.