АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пуçлăхĕ Культура ĕçченĕсемпе тĕл пулнă

14 февраля 2009 г.

Тĕл пулура культура ĕçченĕсен иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетнипе пĕрлех отрасльти çитменлĕхсем, чуна пăшăрхантаракан ыйтусем, çамрăксене воспитани парас ĕçре кадрсен витĕмлĕхĕ пирки те çивĕч калаçнă.

Пĕтĕмĕшле илсен çак отрасль районта аталанмасть тееймĕн. Культурăпа кану мероприятийĕсем йĕркелесси, халăхпа çыхăну тытасси ÿссех пырать. Çакна культура учрежденинче ĕçлекенсем хăйсен квалификацине ÿстерсех пыни те питĕ пысăк витĕм кÿрет. Иртнĕ çул та чылай культработник хăйсен тавракурăмне тĕрлĕрен курсра анлăлатнă. Тĕл пулура çакнашкал вĕрентÿ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни малашне те вырăнлă пулнине каланă.

Ял условийĕсенче клубсемпе библиотекăсем яланах культура вучахĕ шутланнă. Вăл малашне те çаплах юлĕ. Культура çуртне чăвашсен паллă артисчĕсем, ытти сцена ăстисем килсен ватти те, вĕтти те çак мероприятинчен юлмасть. Паллах, çакă та лайăх. Ку вăл хамăр халăха, хамăрăн культурăна хисеплениех пулать. Анчах та çав вăхăтрах вырăнти халăх хушшинчи юрă-ташă ăстисене, йăла-йĕркене тытса пыракансене, кĕнеке тусĕсене суйласа илсе вĕсен пултарулăхне халăх умне тĕрлĕрен меслетпе ытларах кăларма тăрăшмалла, культура мероприятийĕсене явăçтармалла. Çамрăксем, ял халăхĕ пушă вăхăта усăллă ирттерсен преступлени тăвакансем те сахал пулĕç. Ял çыннипе тăтăшах çыхăну тытас тесен яланах хăвăн ĕçре çĕннине шырамалла, ун патнелле ăнтăлмалла. Район пуçлăхĕ Н.Глухов хăйĕн калаçăвĕнче ытларах çак шухăша çивĕчлетнĕ.

Тĕл пулура Президент программипе килĕшÿллĕн ял клубĕсене модернизацилемелли тĕллеве те асăннă. Паян Сăкăтри Культура çуртĕнче юсав ĕçĕ пырать. Вĕсем çак ĕçе пурнăçлама республика конкурсĕнче 500 пин тенкĕ çĕнсе илнĕ.

Кунтах Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн директорĕ А.Овчинникова, тĕп библиотека директорĕ Н.Исаева, районти культура работникĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Н.Мазякова, райадминистрацин социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕ тата архив ĕçĕсен пай пуçлăхĕ С.Викторов иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ, культурăра кăçал пурнăçламалли ыйтусене сÿтсе явнă. РФ тата ЧР культура тава тивĕçлĕ работникĕ, юрăпа ташă Халăх ансамблĕн ертÿçи А.Шакин, районти халăх театрĕн режиссерĕ Л.Маркова, Пăлапуç Пашьел куль-турăпа кану центрĕн директорĕ Р.Ефимова хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарнă.

А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика