14 февраля 2009 г.
Районта халăх театрĕ йĕркеленсе кайнăранпа 39 çул çитнĕ май тĕрлĕ тапхăрти сцена ăстисем çул çÿреве тухнă. Хальлĕхе вĕсем Анат Тăрмăшĕнче, Треньелĕнче пулса хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Артистсем хăйсем тĕрлĕ çул лартнă “Кай, кай Ивана”, “Шĕкĕ”, “Эх, ку пурнăç”, “Вĕлтрен кайăкĕ”, “Улька кинĕн виçĕ кинĕ” пьесăсенчи сыпăксене илсе пĕр кăларăм хатĕрленĕ. Куракансем сцена ăстисен пултарулăхне тăвăллăн алă çупса йышăннă. Спектакль ăнăçлă пулса тухнă.
Çывăх вăхăтрах вĕсем районти тата кÿршĕ районсенчи ялсене çитсе кану каçĕ туса парасшăн.