14 февраля 2009 г.
Çурхи шыв-шур тапхăрĕ кăçал та ăнăçлă иртсе кайтăр тесе районта çак ыйтупа ĕçлеме комисси туса хунă. Унăн председателĕ район пуçлăхĕн çумĕ, АПК хутшăнăвĕсене йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков. Комиссинче райадминистрацин яваплă работникĕсем, чрезвычайлă лару-тăру, пушар хăрушсăрлăхĕ, сывлăх сыхлавĕ, çыхăну, çул-йĕр, коммуналлă хуçалăх енĕпе тимлекен яваплă çынсем. Вĕсем çурхи шыв-шур вырăнтан тапраниччен автомобиль çулĕсене, кĕперсене, плотинасене çурхи ейÿ вăхăтĕччен вырăнсенче мĕнле хатĕрленине тĕрĕслĕç.
Хăрушлăх сиксе тухмалли лару-тăрăва сиссен çийĕнчех “01” е “6-12-15” телефонсемпе шăнкăравламалла.