14 февраля 2009 г.
Тăхăр çул хушши пынă Афган вăрçине Чăваш Республикинчен 3 пин ытла çамрăк хутшăннă. 193-шĕ çапăçу хирĕсенчех ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă, 4-шĕ хыпарсăр çухалнă. Нумайăшĕ аманса таврăннă.
Пирĕн районти çамрăксене те пырса тивнĕ сăрт-ту таврашĕнчи вăрçă. 236 каччăран 7-шĕ килĕсене чĕррĕн таврăнайман. Йывăр çухату çак салтаксен ашшĕ-амăшĕн тата çывăх çыннисен чĕрисене нихçан тÿрленми йĕр хăварнă.
Ишлĕ ялĕнчи çичĕ салтакпа офицерăн Афганистан вут-çулăмĕ витĕр тухма тивнĕ.
“За отвагу” медаль кавалерĕ Н.Акимов сержант-десантник хăйĕн юлташĕсемпе чи малтанхи самолетсемпех унта вĕçнĕ. Кабул аэродромне тытса илнĕ çĕре хутшăннă.
В.Федотов летчик ИЛ-76 самолетпа çар хатĕрĕсем турттарнă, “За боевые заслуги” медале тивĕçнĕ.
А.Федотов пограничник, В.Анисимов десантник, Н.Артемьев, Н.Кутузов, В.Егоров çар водителĕсем те инçетри çĕр-шыври вăрçа хутшăннă.
В.ЗАЙЦЕВ. Ишлĕ ялĕ.