14 февраля 2009 г.
Республикăра ĕç укçи вăхăтра парас тĕлĕшпе лару-тăру çăмăлах мар. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ăна пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан 46,2 миллион тенкĕ парса çитереймен.
Ĕç çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн ĕçлекенсене ĕç укçи вăхăтра панине район прокуратури организаципе предприятисене тăтăшах тĕрĕслесе тăрать. Граждансем хăйсен прависене мĕнле хÿтĕленине те пысăк тимлĕх уйăратпăр.
Район прокуратурине предприятисем ĕçлекенсене ĕç укçине мĕнле тÿлени пирки кăтартусем кашни уйăхрах килсе тăраççĕ. Чăваш Республикин Патшалăх статистика комитечĕн кăтартăвĕпе 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти предприятисемпе организацисен ĕç укçи тÿлессипе парăм çук. Çапах та яланхи тĕрĕслевсем хăш-пĕр коллективра ĕç законодательствине пăснине те кăтартса параççĕ: ĕç укçине палăртнă вăхăтран каярах тÿлеççĕ, работниксем отпуска кайнă е ĕçе пăрахнă чухне çийĕнчех ĕç укçипе татăлмаççĕ, организаци пĕтнĕ е работниксен штачĕ пĕчĕкленнĕ сăлтавпа ĕçрен хăтарнă чухне саккунпа çирĕплетнĕ гарантисене пăхăнмаççĕ, тулли мар ĕç кунне е ĕç эрнине йĕркене кĕртнĕ чухне саккуна пăсаççĕ, ĕç укçине сыхласа хăвармасăр отпуска янă вăхăтра ĕç законодательствине тĕпе хумаççĕ.
Прокурор тĕрĕслевĕсенче коллективлă килĕшÿри условисене пăхăнманни те курăнать. Çакă, паллах, ертÿçĕн явапсăрлăхĕнчен килет.
Ĕç укçине вăхăтра тÿлес, ку тĕлĕшпе граждансен ирĕкне хÿтĕлес тĕллевпе район прокуратури “тÿрĕ лини” йĕркеленĕ. Çак сăлтавпа йĕркене пăснă мĕн пур ыйтусемпе 6-25-49, 6-17-51 телефонсемпе шăнкăравласа калаçма пулать.
Ю.ФУРАЖНИКОВ,
район прокурорĕ.