14 февраля 2009 г.
Ĕçчен алă валли яланах ĕç тупăнать. Çакнашкал çын ир пуçласа каçчен, халран кайичченех ĕçре киленĕç тупать. Анат Чакăри Николай Михайлович Филиппов мĕн ачаранах ĕçе кÿлĕнсе ÿснĕ. Ашшĕнчен çамрăкла юлнăскерсем, ямăт пурнăçпа çеç киленмен. Мĕн çамрăкранпах ултă ачи амăшне харăсах ултă тĕрлĕ ĕç туса пулăшнă. Ывăл ача тесе ĕç уйăрса тăман: кил-тĕрешре те тирпейленĕ, çунă, тасатнă... Филипповсен çемйин юратнă ĕçĕ – кăçатă çапасси пулнă. Ачисем пĕрин хыççăн тепри хăнăхса пынă çак пархатарлă ĕçе ашшĕ-амăшĕнчен. Кăçатă тума хатĕрленĕ çăма калăпа юрăхлă тума малтан типĕлле йăваланă, кайран йĕпелле... Питĕ нумай вăй кайнă çак вăрах ĕçе. Тепĕр чухне юрласа, кĕвĕлесе çапма та тивнĕ. Тен, çавăнпах та пулĕ Николай мĕн çамрăкранпах хуткупăса ăста вылянтарнă. Çиччĕмĕш класра чухнех ăна хăна-вĕрле илемне кĕртме илсе кайнă. Эх, вылянтарнă вара вăл кĕмĕл саслă купăсăн тÿммисене! Николайран çынсем тĕлĕнсе тăнă.
Аслă классенче вара ачана “хурçă ут” илĕртнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех тракторист правине илнĕскер, çуллахи каникул вăхăчĕсенче вырмана хутшăннă. Аслăрах çулхи хуçалăх ĕçченĕсемпе явăçса комбайнер пулăшуçинче те, механизаторта та тăрăшнă. Вăл хăйĕн ĕçне тĕплĕн, тирпейлĕн пурнăçланă.
Кун хыççăн кун черетлесех çул хыççăн çул хыçа юлать. Николай Михайлович техника рулĕ умне хăй тĕллĕн тăнăранпа кĕçех вăтăр çул та çитет. Сăртлă-туллă Афганистан çĕр-шывĕнче вăрçă кĕрленĕ тапхăрта салтакра пулнă хыççăн пĕр улшăнмасăр паянхи кунчченех механизаторта тăрăшать вăл. Ака-суха вăхăтĕнче тĕрлĕрен культура, пахча çимĕç акать, рет хушшисене кăпкалатать, ядохимикат сапать. Вырма тапхăрĕнче те канăç çук. Ун чухне комбайнпа тĕш тырă çапать. Иртнĕ çул, сăмахран, Николай Михайлович хăйĕн аслă ывăлĕпе ултă пин центнера яхăн тырă çапса илнĕ. “Малалла” хуçалăхра çакă чи лайăх кăтарту. Унсăр пуçне çулталăк тăрăшшĕпе 1595 эталон-гектар ĕç тунă. Хальхи вăхăтра та вăл кашни кунах ĕçре, вăрмантан тракторпа вутă кăларать.
Кашни çул тенĕ пекех Н.Филиппов хуçалăхри механизаторсем хушшинчи ăмăртура чи паттăрри, кăтартулли. Темиçе çул каялла вăл “Районти чи лайăх механизатор” хисеплĕ ята та çĕнсе илнĕ. 2008 çулхи ĕç кăтартăвĕпе, çавăн пекех ял хуçалăхĕнче нумай çул кăтартуллă ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Хуçалăх ертÿçи М.Петров каланă тăрăх, çывăх вăхăтра ăна Раççей шайĕнче хисеп тăвасшăн. Ĕç паттăрĕ çакна тивĕçлĕ.
Филипповсен çемйинче хăйсен пурнăç шăпине техника вăрттăнлăхĕпе çыхăнтарнисем татах та пур. Акă, сăмахран, тĕп килĕн никĕсне тытса пыракан Геннадий Михайлович 17 çул ытла механизатор пулса ĕçлет. Вăл та иртнĕ çул МТЗ-82 тракторпа 1636 эталон-гектар ĕç тунă. Чи асли – Иван Михайлович та ĕç стажне водительтен пуçласа малалла тăснă. Вĕсен шăллĕ Анатолий те кашни кунах автомашинăпа çула тухать. Çемье династийĕн пĕтĕмĕшле ĕç çулĕ пĕчĕк мар. Халĕ акă тата кĕçĕн ăру вĕсен сукмакĕ çине тăма хатĕрленет. Н.Филипповăн 8-мĕш класра вĕренекен Саша ывăлĕ иртнĕ вырмара “Нива” комбайнпа ашшĕне ĕççи вĕçленичченех пулăшнă.
Николай Михайловичпа Любовь Николаевна Филипповсем икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех харсăр, ĕçчен, пултаруллă. Ачасем спортпа та туслă. Хоккейла, футболла выляссипе яланах команда чысне хÿтĕлеççĕ.
– Çемьере чашăк-тирĕк сасси тухмасăр пулмĕ, паллах. Анчах эпир нихăçан та калаçăва çивĕчлетместпĕр. Ĕçре те, канура та пĕрле пулма тăрăшатпăр. Хушма хуçалăхра йышлă выльăх усратпăр. Виçшер сысна ами те çăвăрлаттаратпăр. Ĕнине те икĕ чун тытма тăрăшатпăр. Чылай ĕçре мăшăрăм пулăшать. Унăн алли те ылтăн. Кирек мĕнле ĕçе те парăнтарать – кăмăлтан пĕлтерчĕ Николай Михайловичăн мăшăрĕ калаçăва пĕтĕмлетнĕ май.
А.ЕГОРОВА.