14 февраля 2009 г.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература тата тăван ен культури эрни çав тери ĕçлĕ те кăсăклă иртрĕ. Унта пĕр класс та хутшăнмасăр юлмарĕ. Эрнене хальхинче А.Талвир ентешĕмĕре халалланă. Паллă çыравçă çуралнăранпа пуш уйăхĕн вĕçĕнче 100 çул çитет. Тăван чĕлхене вĕрентекенсем писатель пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, вĕренекенсем хушшинче викторина йĕркелерĕç. Чи маттуррисем А.Аппакова (6 кл.), М.Рыбкина (11 кл.), Ф.Крылов (7 кл.), В.Горбунова (8 кл.) пулчĕç. Ачасем викторина ыйтăвĕсене хуравлас тесе шкул, район библиотекине çул тытрĕç, унти кĕнекесемпе, справочниксемпе, район энциклопедийĕпе усă курчĕç. Писателĕн çывăх тăванĕсемпе кăсăкланчĕç, “Пăва çулĕ çинче” повеçе тĕплĕн вуласа тухрĕç. Çиччĕмĕш, саккăрмĕш классем “Çăкăр” музейĕнче пулса курни чылайлăха асра юлĕ. Музей директорĕ В.Маллина кунти экспонатсемпе паллаштарнисĕр пуçне картишĕнче ларакан А.Талвир пурăннă çуртра кĕçех çыравçă кĕтесĕ пуласса шантарчĕ.
Тăван чĕлхене юратса вĕренекенсем, чăнах, нумайăн шкулта. Улттăмĕшсем хушшинче ирттернĕ КВН – ăмăрту, тăххăрмĕшсемпе йĕркеленĕ олимпиада, “Чăваш чĕкеçĕ” конкурс çавна аван çирĕплетет.
Чи кĕçĕннисем вара шкулти краеведени музейĕнче пуçласа пулчĕç. Вĕсемшĕн кунта тĕлĕнмелли, курмалли, пĕлмелли нумай.
Эрне вĕçĕнче пурте шкулти зала пуçтарăнчĕç. Уява пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем “Янра, чăваш чĕлхи” литература монтажĕпе уçрĕç. Хĕр ачасем те, арçын ачасем те сăввисене илемлĕ, çĕкленÿллĕ калама тăрăшрĕç. Çавăн пекех уяв сăнне хăйсем сăвă çыракансем илем кÿчĕç. Т.Арланова (6 кл.), Л.Царева (5 кл.), К.Пашуткина (6 кл.), В.Воробьева (7 кл.), Н.Алексеева (7 кл.), О.Куданова (8 кл.), Е.Курицын (7 кл.), А.Каргина (10 кл.) сăввисем залра итлекенсен кăмăлне çĕклерĕç. Жюри членĕсем çамрăк сăвăçсене пурне те тивĕçлĕ вырăнсем парса, малашне çĕнĕ хайлавсемпе савăнтарма сĕнчĕç.
Чи асра юлаканни – “Сурхури”. 5 “б”, 6 “а” класра вĕренекенсем çак авалхи йăла-йĕркене чăн-чăн артистсем пек выляса-кăтартса савăнтарчĕç. Асаттесен-асаннесен ырă йăлисене манмалла мар тесе пĕтĕмлетрĕç вĕсем.
Г.ХЛЕБНИКОВА,
чăваш чĕлхипе литература, тăван ен культури вĕрентекенĕ.