14 февраля 2009 г.
Хăш-пĕр çынсем пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçса çÿрени, тирпейлĕхе пăхăнманни пыйтланасси патне илсе çитерет. Пыйтăсем пуçра, япаласем çинче пулаççĕ. Çăмартисене тумтир çĕвви ăшне тăваççĕ. Кунсерен 10 çăмарта хунăран хăвăрт ĕрчеççĕ. Пуçри пыйтăсем çÿç çине шăрка лартаççĕ.
Пыйтланни кĕçĕттерет, канăçсăрлантарать. Ÿте хыçса тăртантарать.
Пыйтă пĕр çынран тепĕрне тумтир, вырăн çитарĕ, расческа урлă ерет. Обществăлла транспортра та пĕрин çинчен теприн çине куçма пултарать. Шарфпа шарф, шапкапа шапка улăштарни те вырăнсăр.
Бассейнра та пыйтланма пулать. Пыйтă шывра ишет. 15-17 градус шывра вĕсем икĕ талăк пурăнма пултараççĕ. Радиаци те хăратаймасть. 10 кун выçă пурăнма пултараççĕ. Пĕр минутра пыйтă çĕрпе 30-35 сантиметр шума, пĕр метр çÿлелле хăпарма пултарать. Пыйтă ан сарăлтăр, вăл çемьене ан кĕтĕр тесен мĕн тумалла-ха:
– 7 кунран ирттермесĕр пуçа, ÿт-тире çумалла, вырăн таврашне, тумтире улăштармалла, çуса утюгламалла. Çÿçе кастарса тăмалла, турамалла. Кил-çурта тирпейлĕ тытмалла. Расческа кашни çыншăн уйрăм пулмалла.
Тумтир çинчи пыйта пĕтерес тесен 20 минут япаласене кăпăклă шывра вĕретмелле, вĕри утюгпа якатмалла. Пуçрисене пĕтерме аптекăра сутакан “Шанс”, “Веда”, “Нитифор”, “Нитилон” эмелсемпе, лосьонсемпе усă курмалла.
“Лонцид”, “Перфолон” эмелсемпе инструкципе килĕшÿллĕн усă курмалла. Пилĕк çула çитмен ачасене, йывăр çын хĕрарăмсене, ача ĕмĕртекен амăшĕсене, аллерги параканнисене çÿлерех асăннă препаратсемпе усă курма сĕн-местпĕр. Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн специалисчĕсем кирлĕ пулăшу пама пултараççĕ.
Р.ГАВРИЛОВА,
“Роспотребнадзор” центрĕн районти пайĕн специалисчĕ.