18 февраля 2009 г.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тĕп тĕллевĕ – граждансен профессилле вĕрентĕвне йĕркелесси, квалификацине ÿстересси, кадрсем хатĕрлесси. Çак тĕллевсем пурте рынок экономикин требованийĕсемпе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ.
Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне районти ĕçпе тивĕçтерекен центр 32 çынна вĕрентĕве янă. Вĕсем пилĕк специальноçа алла илме пултараççĕ. Вĕренекенсенчен 35 проценчĕ – хĕрарăмсем, ытларах пайĕ – 51 проценчĕ – 16-29 çулхи çамрăксем.