18 февраля 2009 г.
Треньел ялĕнче ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Александр Тихонович Краснов ячĕпе юр çинче мини-футболла выляссипе турнир кăçалхипе çиччĕмĕш хут иртрĕ.
Шкул коллективĕ ун ятне чыслăн упрать. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнăранпа вăл çуралнă кун асăну каçĕ ирттеретпĕр. Турнир йĕркелесси йăлана кĕчĕ.
Футболистсен турнира хутшăнас, илемлĕ вăйă кăтартас хавхалану пысăк пулни савăнтарать. Яланхи пекех, Треньелне Шăмăршăпа Комсомольски район спортсменĕсем те килчĕç, пурĕ 22 команда пуçтарăнчĕ.
Ял уявĕ спортзалра уçăлчĕ. Пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсем Чăваш Ен ялавне çĕклеме тивĕç пулчĕç.
Спортсменсене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рубцов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ О. Викторов, спорт ветеранĕ В.Муськин, шкул директорĕ Н.Тямина саламларĕç.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина – паллă педагогăн хĕрĕ – спортсменсене турнирта çĕнтерÿпе ăнăçу суннă май, физкультурăпа спорт çамрăк ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине уйрăмах палăртса хăварчĕ. Александр Тихонович çемйи ячĕпе шкула факс парнелерĕ.
Шкул ачисем спортсменсене “Спортивная семья” юрăпа саламларĕç. Судьясен коллегийĕ командăсене тăватă ушкăна уйăрнă, вĕсене лапамра икĕ футбол уйĕ кĕтет.
“Треньелсем футбол вăййине чăнахах та юратаççĕ. Унсăрăн 168 киллĕ ялта тÿрех 3 команда – шкул ачисен, студентсен, ялта ĕçлекенсен – йĕркелеме пултарнине епле ăнлантарăн”, – вулатпăр эпир иртнĕ çулхи турнир пирки Анатолий Абрамов “Çамрăксен хаçатне” çырнинчен (02.08.2008). Кăçал вара тăваттăмĕш команда та турнира хутшăнчĕ: пуçламăш класра вĕренекенсен “Юность” команди Патăрьелсемпе юлташла тĕл пулчĕ.
Икĕ уйра та хĕрÿ тытăçусем иртрĕç. Командăсем пĕринчен тепри вăйлă, спортсменсем пĕринчен тепри хастар, ăста. Çак асамлă вăййăн вăрттăнлăхĕ те сахал мар.
Финала 4 команда тухрĕ: “КГЗИС” (Комсомольски районĕ), “Сбербанк” (Патăрьел), “Керамик” (Треньел ялĕ), “Шигали” (Нăрваш Шăхаль ялĕ).
Финалистсен хушшинче “Красновец” (Треньел ялĕ, шкул ачисен команди) çукки чылайăшне пăшăрхантарчĕ. Ытти çулсенчи пекех кăçал та вĕсемшĕн “чирлекенсем” йышлăччĕ. “Красновец” А.Краснов ячĕллĕ турнирта умлă-хыçлă 3 çул çĕнтерÿçĕ пулса пынăччĕ.
Треньел ялĕнче чăн-чăн спорт уявĕ иртрĕ. Ватти-вĕтти футбол курма пуçтарăннă, вĕсем юлашки вăйăччен спортсменсене хавхалантарчĕç, çĕнтерме хистерĕç.
Мала тухнă командăна (“Сбербанк”) тата призлă вырăн йышăннисене (“КГЗИС”, “Керамик”) асăнмалăх медальсем, Хисеп хучĕ тата укçан приз парса хавхалантарчĕç.
Турнир кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май район пуçлăхĕ Н.Глухов, “Исток” çĕр ĕç агрофирма ертÿçисем А.Илюткинпа И.Соловьев çĕнтерÿçĕсене саламларĕç, командăсем йышлă пулнине палăртрĕç.
Н.Кошкинăн призĕ хăйне евĕрлĕ пулчĕ. Вăл турнира çулсерен хутшăнакан тата паянхи çĕнтерÿçĕ командăсене, чи хĕрÿ тата чи ватă “чирлекенсене” кучченеçсем, турнира хутшăннă чи çамрăк “Юность” командăна футбол туппи парса кăмăл турĕ.
А.Пизенева вара “Красновец” футболисчĕсене вĕрентсе ертсе пыраканне – В. Макарова – хаклă парнепе чысларĕ.
Çавăн пекех спорт уявне хутшăнакансем Треньелсем турнир ирттерме тĕплĕн хатĕрленнине палăртрĕç. Футбол уйĕсене хатĕрлес ĕçре В.Муськин спонсор тÿпи пысăк. И.Камалетдинов физкультура учительне В.Макаровпа О.Романов футболистсем уйсене тирпейлеме нумай пулăшнă.
Треньел шкулĕшĕн Ырă ĕçсен çулталăкĕ малалла тăсăлать. Вĕрентÿ бази ялти хастар спонсорсене пула татах та пуянланчĕ: факс, футбол хапхи, унăн сеткисем, футбол тупписем... Çакă шкул коллективĕшĕн пысăк савăнăç.
В.АЛЕКСЕЕВА,
Треньел ялĕ.