18 февраля 2009 г.
Ял хыпарне почтальонкăран лайăхрах пĕлекен çуках тăр. Эрнере ултă кун утса тухать вăл урамсемпе. Килĕрен киле çитет. Пĕрисене хаçат парать, теприсене пенси, пособи укçисене салатать. Ытларах ватăсемпе ĕçлет тесен те йăнăш пулмĕ. Çавна май сывлăхĕсене ыйтса пĕлет. Хăшĕн-пĕрин ачи-пăчи те çывăхра çук. Кÿршĕ-аршăпа та куллен хутшăнайманни тĕл пулать. Почтальон вĕсен кĕтнĕ çынни, чун ăшши. Ĕçпе ялсене тухса çÿренĕ май çакна чылай ватă çын калаçăвĕпе çирĕплетме пулать. Ку хутĕнче тата урăхраххи тĕл пулчĕ. Алманчăри почта уйрăмĕн ĕçченĕсем тепĕр çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Уйрăмпа 2008 çулта чи лайăх çыхăну тытакан пенсионера палăртнă. Вăл З.Леонтьева пулнă. Зоя Алексеевна киле почтальонка килессе çеç кĕтсе лармасть. Почта уйрăмне тăтăш çÿреме те ÿркенмест. Газпа, электричествăпа усă курнăшăн татăлать. Çĕнĕ хаçат-журнал туянать. Кунта сутакан таварсене чи нумай илекенни те вăлах тейĕн. Супăнĕ-порошокĕ, чей, тĕрлĕ кĕрпе, мăнуксем валли пылак çимĕç, вырăн таврашĕ... Кил-çуртра кирли пурте пур кунта.
Çемье валли хаçат килне килсе пама та çырăнать. “Авангарда” илмесĕр нихăçан та юлман вĕсем. Ывăлĕ те ĕçрен килсен тÿрех çавна алла илет. Больницăри травматологи уйрăмĕнче ĕçлекен кинĕ те район хыпарĕсемпе интересленсех тăрать.
Чи хастар пенсионер пулнине пĕлтерсе почта уйрăмĕн ертÿçи М.Аляшкина, В.Ивановăпа А.Петрова почтальонкăсем саламлама килнех кайрĕç. Тепĕр сăлтавĕ те пулчĕ. Раштавра Зоя Алексеевнăн çуралнă кунĕ.
Савăнăçне пытараймарĕ ватă. Куççульне типĕтсе иртнĕ кунсене аса илчĕ. Мăшăрĕ ытла кĕтмен çĕртен вилни хуçса хăварнă ăна. Хуйха пусарма ачисем пулăшнă. Халĕ иккĕшĕ те çемьеллĕ ĕнтĕ. Килте икĕ мăнук çитĕнет.
Кĕтмен хăнасене З.Леонтьева чĕререн тав турĕ. Сывлăх пур чухне почтăпа малашне те çыхăну тытма шантарчĕ. Почта ĕçченĕсен ырă кăмăлне вырăна хучĕ. Ĕçĕ хăйсемшĕн пулсан та уссине çынсем валли тунине çирĕплетрĕ. Тĕрĕс сăмахсем çаксем. Уссине сахал мар тăваççĕ вĕсем. Электричествăшăн, газшăн уйăхсерен тÿлевпе татăлмашкăн почтăна çÿрейменнисене те çăмăллăх кÿреççĕ. Тÿлесе квитанцине параççĕ.
Халăхпа çакăн пек çывăх пулнăран лайăххисен шутĕнче почта уйрăмĕ. Ер-тÿçĕре Мария Кузьминична хăй те 15 çул ĕçлет.
А.ИВАНОВА.