18 февраля 2009 г.
Район халăхĕ хĕллехи вăхăтра кил-çурта газпа хутса ăшăтать пулин те, çав-çавах тĕрлĕрен сăлтавпа электроэнерги вăрлакансем тупăнсах тăраççĕ. Ун пек тĕслĕхсене кăçал та тупса палăртрăмăр. Нумай пулмасть çеç милици ĕçченĕсем районти “Энергобаланс” тулли мар яваплă пĕрлешÿ ĕçченĕсемпе тата “Чувашэнерго” представителĕсемпе вырăнсене тухса халăх электричество вăйĕпе мĕнле усă курнине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче электричествăна вăрлакан вунпĕр факт тупса çирĕплетнĕ. Вĕсенчен вуннăшĕнпе РФ УК-ăн 165 статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Çакăн пек фактсем Шăнкăртам, Тăрăн, Пăлапуç Пашьел, Первомайск, Патăрьел, Сител, Кивĕ Ахпÿрт ялĕсенче пулнă. Тупса палăртнă фактсемпе мĕн пурĕ 38931 тенкĕлĕх электроэнергие вăрлани паллă.
И.КИРГИЗОВ, райшалĕçпайĕн
обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ.