21 февраля 2009 г.
Çынсем хаçат-журнал вуланине, телевидени передачисене пăхнине шута илсе паянхи пурнăçа тĕрлĕрен хаклама пулать.
Чăнах та юлашки вăхăтра хуласенче ĕç вырăнĕсене сахаллатнине, ĕç кунĕсене чакарнине калаççĕ. Çав вăхăтрах патшалăх енчен ĕçсĕр юлнисене алă тăсса пани те паха. Çапах та районта пурнăç йывăр, халăхра укçа çук тесех калаймăн. Шалу енĕпе пăтăрмахсем çук, пĕлтĕрхипе танлаштарсан район бюджетне ытларах та укçа кĕрет.
Ял çыннисен пурнăç условийĕ лайăхланса пыни те кăмăллă. Сăмахран, çемье бюджечĕ çителĕксĕр пулсан никам та теветкеленсе хаклă йышши çăмăл автомашина туянмасть. Ку тĕлĕшпе вара Патăрьел районĕ тĕп хуламăр хыççăн иккĕмĕш вырăнтах-мĕн. Çакна район центрĕнче çула тухакан çын хăй куçĕпе курсах ĕненме пултарать. Тепĕр чухне çул урлă каçиччен те темĕн чухлĕ вăхăт иртет. Автомашинăсем хулари евĕр пĕрин хыççăн тепри мĕлтлетсе çеç иртеççĕ.