21 февраля 2009 г.
Тĕн календарĕпе килекен праçниксем те пĕрин хыççăн тепри питĕ хăвăрт черетленеççĕ. Нумай пулмасть çеç тенĕ пек православи тĕнне ĕненекенсем Кăшарни, кивĕ Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсене паллă тунăччĕ. Кĕçех, акă, Мăнкун умĕнхи аслă типĕ тапхăрне те кĕрĕпĕр.
Паян вара пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă тăванăмăрсене асăнмалли кун. Çак тĕллевпе чылайăшĕ кĕлĕ çурчĕсенче вĕсене ятран асăннă, вĕсен канлĕхĕшĕн çурта лартнă, тутлăлăхĕшĕн Турă çăкăрне кастарнă.