21 февраля 2009 г.
Çак крепоçа 1833-1838 çулсенче тунă. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче юсаса çĕнетнĕ. Аслă Аттелĕх вăрçи пуçланиччен унта çар гарнизонĕ вырнаçнă. Фашистла Германи çарĕсем Совет Союзĕ çине тапăнса кĕрсен, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа июль уйăхĕн 20-мĕшĕччен крепость тăшмана парăнман, паттăррăн çапăçнă.
1965 çулта Брест крепоçне Ылтăн Çăлтăр медаль тата Ленин орденĕ парса “Крепость –герой” ятпа чысланă.
1971 çултанпа кунта мемориал комплексĕ.
1977 çулта Патăрьел районĕнчи колхоз председателĕсем – Ф.Медведев, Н.Зверев тата çак йĕркесен авторĕ комплексра пулса, курса çÿренĕччĕ. Халĕ те вăл самантсем куç умĕнчех...
Брест крепоçне хÿтĕленĕ паттăрсен мухтавĕ ĕмĕр-ĕмĕре пырĕ. Çак хăватлă бастиона хÿтĕленĕ çĕрте Пăлапуç Пашьел çынни Артем Константинович Сендруков та пулнă.
Акă мĕн çырса кăтартать Василий Бурмистров çыравçă “Паттăр ентешсен кĕрешÿ çулĕпе” кĕнекинче:
“... 1939 çулхи кĕркунне крепоçа çар службине çĕнĕрен илнĕ çамрăксен пысăк йышĕ пырса çитнĕ. А.Виноградов, А.Данилин, И.Алексеев юлташсем каласа панă тăрăх, ку ушкăнра сахалтан та 150 чăвашран кая мар пулнă”. Малалла çыравçă Брест крепоçĕнче пулнă чăваш паттăрĕсен ячĕсене асăнать. Вĕсен хушшинче пирĕн ял çынни Артем Константинович Сендруков ячĕ те пур.
Фашистсем крепость çине тапăнсан, Артем Сендруков хăй тавра 20-30 боец таран пухса, вĕсене холм хапхи еннелле ертсе кайнă. Çула штыксемпе тата гранатăсемпе тасатса пыма тивнĕ. Тăшман пулеметран чăтма çук вирлĕ çунтарнине пăхмасăр Мухавец шывĕ урлă ишсе каçнă. Крепость хыçĕнчи вал патне çитсе тăнă çĕре 10-12 çын кăна тăрса юлнă.
Артем Константинович çар службине кайиччен те шкулта ачасене вĕрентнĕ. 1946 çулта яла таврăнсан каллех шкулта ĕçлеме тытăнчĕ. Эпир, 1934 çулта çуралнă ачасем, 5-7-мĕш классенче вĕреннĕ вăхăтра вăл пирĕн класс ертÿçи пулнă. Шкулта физика, географи, черчени предмечĕсемпе вĕрентетчĕ. Вăрçăри йывăр сурансене пула паттăр 1949 çулхи май уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи больницăра операци хыççăн ĕмĕрлĕхех куçне хупать.
Н.ТЕЛЬЦОВ.
Пăлапуç Пашьел ялĕ.