АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси – чыслă т а сăваплă Эпир те салтак ятне яман

21 февраля 2009 г.

Эпĕ “Авангард” хаçата кашни çулах пĕр сиктермесĕр çырăнса пыратăп, унсăрăн район хыпарĕсене ăçтан тата мĕнле пĕлĕн;

Юлашки çулсенче хаçатра час-часах салтакра службăра лайăх тăракансем пирки çар чаçĕсенчен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе янă тав çырăвĕсене пичетлесе кăлараççĕ. Çакăн пек материалсене, ачисене палламасан та, пĕр-икĕ хут вуласа тухатăп. Маттур, пултаруллă, тăрăшуллă çамрăксем пурри чăннипех те савăнтарать, мухтанма май парать, аса илÿсем çуратать. Эпĕ хам та салтак аттине тăхăннă. Пирĕн вăхăтра службăра тăнă яшсен пурнăçĕ пирки те çырса кăтартас шухăш çуралчĕ.

1956 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнче пире, 40-50 ачана, Патăрьелĕнчен Канаша, чĕнÿ пунктне илсе кайрĕç. Эпир çитнĕ çĕре унта Юхма тăрăхĕнчен килнĕ тата çавăн чухлех каччăсем пурччĕ. Василий Мулюков, Туçаран, тата Юман Воронов, Çĕнĕ Ахпÿртрен, кроватьăн иккĕмĕш хутне султансем пек хăпарса ларнă. Хăйсем: “Орлы, откуда!” – тесе кăшкăраççĕ. Патăрьелсем иккенне пĕлсен савăнчĕç.

Çав çулхине салтака хамăр районтан питĕ нумайăн кайрăмăр. Кашни ялтан 2-3 ачаччĕ.

Чĕнÿ пунктĕнче пĕр эрне пурăнтăмăр. Йĕркелĕхе В.Мулюковпа Ю. Воронов пăхса тăчĕç. Иккĕшĕ те тĕреклĕччĕ, сассисем те арăсланăнни пекчĕ. Хирĕçме, чăкăлташма пăхакансене часах лăплантаратчĕç.

Салтак пăттине çиме Чăваш Енрен 400 ачана яхăн тухса кайрăмăр, Патăрьелсем кăна тăватă вагонччĕ. Грузи, Армени, Азербайджан çĕрĕсенче салатса пĕтерчĕç. Пирĕн 32373 часть виçĕ гарнизонран тăратчĕ: Артиманьски, Марельски, Джейгизмански. Эпир пограничниксен пĕрремĕш пулăшуçисем пулнă. Вăл вăхăтра кунта пĕрре те лăпкă марччĕ.

Джейгизмански гарнизонра Атăк тата Анат Тăрмăш ачисем, Сергей Раевскийпе Василий Чурбановчĕ. Пĕр нарядра В.Чурбанов питĕ вăйлă аманать, ăна яланлăхах килне ячĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ, Василий каялла та çитрĕ. Вăл служба пĕтмесĕр килне каймассине пĕлтернĕ. Ирĕксĕрех госпитале вырттарса лайăх сипленĕ, унтан повара вĕренме янă. Кайран В.Чурбанов салтак аттине хывичченех поварта ĕçлерĕ. Тутлă та сĕтеклĕ апат пĕçернĕшĕн пĕрре мар тав сăмахĕ илтнĕ.

Служба вĕçленсе пынă вăхăтра, 1959 çулхи октябрь уйăхĕнче тĕрĕслес тĕллевпе çирĕплетÿ районĕн округ командующийĕ Гайдаш Джегизмански гарнизона çитет. Кунта нарядри дежурнăй хăй кам иккенне пĕлтерсе рапорт парать. Уçăмлăн калаçни командующин кăмăлне каять. Раевский купăспа та калама пултарнине пĕлсен, музыка инструментне алла илме хушать. Сергей чăваш, тутар çеммисене шăрантарса парать. Гайдаш салтакпа тĕплĕн паллашать, специальность пуррипе çуккине ыйтса пĕлет.

Командующи столовăйне те çитсе курать. Кунти тирпей те кăмăлне каять. Апатне ас тивсе пăхнă хыççăн пушшех те тĕлĕнет. Василий Чурбанов повара чĕнсе илет, тутлă пĕçернĕшĕн мухтать, ăçтан иккенне тĕпчет. Раевскийпе иккĕшĕ те пĕр тăрăхран, чăвашсем пулнине пĕлсен, пушшех те тĕлĕнет. Халап тейĕн çав.

Маттур та пултаруллă салтаксене тав тăвать, водитель правине илме вĕренме ярать. Çартан таврăнсан иккĕшĕ те тÿрех колхозри машинăсен рулĕ умне лараççĕ. Василий Чурбанов вара мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех “Знамя” хуçалăхра шоферта ĕçлерĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Салтакра туяннă суранĕ вара паянчченех хăйĕн пирки астутарса тăрать.

Пиртен, чăваш каччисенчен, чăтăмлă пулнăран, хушнине яланах тивĕçлĕ шайра пурнăçланăран пурте тĕлĕнетчĕç.

А.ЛЕОНТЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика