26 февраля 2009 г.
Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен, предприяти, организаци, учреждени пуçлăхĕсен пĕрлехи анлă ларăвĕнче кăçалхи икĕ уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Çавна май район пуçлăхĕ Н.Глухов малалла та пĕрлехи вăйпа района аталантармалли ыйтусене çивĕчлетнĕ.
Анлă ларура çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленес, шыв-шур тапхăрне ăнăçлă ирттерсе ярас, бюджетпа пăхнă укçа-тенке пахалăхлă усă курас тата ытти ыйтусене те хускатнă.
Кунтах 2008 çулта районта санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ мĕнле пулнă пирки Роспотребнадзорăн территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Н.Сергеева, тĕрлĕрен объектсенчи пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене мĕнле пăхăннă пирки Патăрьелĕнчи пушар хуралĕн аслă инспекторĕ Н.Назаров тухса калаçнă.
Çанталăк ăшăтса пынă май урамсенче, вырăнсенче тирпей-илем тума пикенес, субботниксем йĕркелес ыйтусене те хускатнă.
Планеркăра район халăхне ĕçпе тивĕçтермелли программăна та пăхса тухнă, пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе мĕнле ĕçсем пурнăçлама ĕлкĕрнине пĕтĕмлетнĕ.