АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурт-хăмăрçăн ĕç-хĕлне тишкерсе

26 февраля 2009 г.

Хĕвел çÿлерех те çÿлерех хăпарса çурхи кунсем çитессине систерет. Хурт-хăмăрçăшăн та часах хĕрÿ тапхăр пуçланать.

Юлашки çулсенче Патăрьел районĕнче пурăнакансем хушшинче вĕлле хур-чĕпе интересленекенсем нумайланчĕç. Уйрăмах вăрман енчисен кăмăл пысăк. Сăлтавĕ те паллă: йывăç-курăк хушшинче пыл илме майсем ытларах. Тĕрлĕ чечек нумай, çуллахи шăрăх çанталăкра сывлăш та хирти пек хĕрсе каймасть. Утар çывăхĕнче тата 70-100 çулхи çăкасем кашласа ларсан тупăшлă ĕçлесси куçкĕретех.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенчен “Красное знамя”, “Звезда”, “Труд”, “Батыревский”, “Малалла” утарсем тытаççĕ, аван ĕçлесе пыраççĕ.

2008 çулта эпир вĕлле хурчĕн среднерусски ăратне Тутарстанри Мамадыш районĕнчен илсе килсе ĕрчетрĕмĕр. Унсăр пуçне Пушкăртстанри Шульган-Таш заповедникĕнчен амасем тата пакетсем туянтăмăр. Çакăн пек ăратлă “ылтăн хуртсемпе” ĕçлени ыранхи кун çинчен шутлама, малашлăха шанма, продукци ытларах илме май парать.

Шульган-Таш заповедникран ăратлă вĕлле хур-чĕсене çуллен Америка, Германи, Казахстан çĕр-шывĕсенчен килсе илсе каяççĕ. Пĕлтĕр çак ăрата Монголи валли хатĕрлеме пуçăннă, мĕншĕн тесен вĕсем чир-чĕртен хăрамаççĕ, вăрăм хĕле аван чăтса ирттереççĕ.

Юлашки çулсенче çакна сăнама пулать: кĕркунне вĕллесенче апачĕ çителĕклех, анчах хурчĕсем вĕçсе тухса кайнă. Вырăсла ăна “опустошительный вылет” теççĕ. 2008 çулхи кĕркунне ăшă пулчĕ. Пилĕк çул каялла вĕлле хурчĕсем юлашки хут ноябрĕн пĕрремĕшĕнче вĕçнĕччĕ, пĕлтĕр ноябрĕн 22-мĕшĕнче те курма май пулчĕ. Вăйлăраххисем декабрьте тухкаласа кĕркелерĕç. Хĕл каçмалли апата чылайрах çирĕç, çавна май вĕллесенче çуркуннеччен çимелли пĕтме пултарать. Районти утарçăсене çак сăлтава тĕпе хума, тимлĕх ÿстерме ыйтатăп. Вĕллесене икĕ килограмлă канди хурсан аванрахчĕ.

Хĕл каçма пĕлтĕр кашни вĕллене 4 килограмлă канди хунăччĕ, кăтартусем те лайăх пулчĕç. Хуртсем сивĕ кунсене ăнăçлă чăтса ирттерчĕç, çуркунне 4 рамкăллă пакетсем туса сутма май килчĕ. Пĕр вĕллерен корпус лартса вăтамран 35 килограмм пыл юхтартăмăр. Канди усси питĕ пысăк.

Хальхи вăхăтра “Красное знамя” тата “Хастар” хуçалăхсем ăратлă вĕлле хуртне ĕрчетессипе лицензи илес ĕç пырать.

Март пуçламăшĕнче районта хурт-хăмăрçăн семинар-канашлăвĕ иртет. Унта вăрманта утар валли çĕр илме мĕнле документсем кирлине тата антивир препарат пирки пăхса тухма палăртнă.

Н.Пирожков,

кăнтăр районĕсемпе ĕçлекен зоотехник-утарçă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика