26 февраля 2009 г.
Тĕнче шайĕнчи поэтăмăра асăнса виççĕмĕш çул ĕнтĕ унăн тăван ялĕнче, Çĕньялта, “Айхи вулавĕсем” – творчество каçĕ йĕркелеççĕ. Хальхинче те вăл çÿллĕ шайра иртнĕ. Творчество каçне тĕп хуламăртан поэтăмăрăн йăмăкĕ Ева Лисина, Чăваш наци музейĕн сотрудникĕ Н.Сильвестрова, поэтăн хĕрĕ Анна Айхи, район, кÿршĕ ял, хăнисем те çитнĕ.
“Айхи вулавне” хутшăннисем поэт ячĕпе уçнă музейпа, унăн творчествин куравĕпе паллашнă хыççăн шкул ачисем хушшинче конкурс пуçланнă. Вăл виçĕ номинаципе иртнĕ: “Айхи куçарăвĕсем”, “Автор сăввисем”, “Айхи сăввисем”. Творчество каçĕнче Ишлĕри А.Андреева, Ыхра Çырминчи Ю.Кулакова, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти М.Рыбкина аслисенчен, Нăрваш Шăхалĕнчи Н.Максимова, Кивĕ Ахпÿртри К.Арланов, Турханти Е.Калдырмина кĕçĕннисенчен уйрăмах палăрнă. Çĕнтерÿçĕсене вĕрентÿ пайĕн методисчĕ В.Алексеева диплом тата парне парса хавхалантарнă.