АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял чиркĕвĕшĕн Алманчăсем кар тăнă

26 февраля 2009 г.

Алманчăра пире çăлакан Туррăмăр Иисус Христос шыва кĕни ячĕллĕ çĕнĕ чиркÿ уçăлнăранпа вун иккĕмĕш çул. Çак тапхăрта кĕлĕ çурчĕ чылай пуянланнă. Нумай пулмасть ял халăхĕ кар тăнипе тĕрлĕ виçеллĕ çичĕ чан туяннă. Вĕсенчен чи пысăкки 326 килограмм таять.

Граждансен пухăвĕнче Серафим атте сĕнĕвне ял халăхĕ хирĕçлемен, хапăл туса йышăннă. Çавăнпа та çĕнĕ чансем туянма Алманчăсем килĕренех пĕрер пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Ырă кăмăллăхпа пуçарнă ĕçре Красномайскисем те пысăк хастарлăх кăтартнă, хĕрĕх пин тенкĕ пуçтарса панă.

Çак кунсенче чыслă лару-тăрура чансене хăпартса вырнаçтарĕç. Малашне кĕлĕ çуртне йыхăракан чан сасси тавра ялсене çитиех кĕвĕленсе саланĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика