АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхпа тĕреклĕ, ял-йышра хисеплĕ

26 февраля 2009 г.

Çур хĕл иртсен цыган кĕрĕкне сутать теççĕ. Çакă тĕрĕсех пулас. Хĕлĕн виççĕмĕш уйăхĕ те çатăр сивĕпе хăратмарĕ. Хĕвелпе кăнтăрла çурт тăррисенчен тумла юхать. Çул хĕррисенчи юр хăйĕн тĕсне çухатма пăхать. Эппин, каллех черетлĕ çуркунне çитет. Ĕç пуçланать. Яваплăха туйса, канăçа çухатса çур акине сахал мар кĕтнĕ Каншелĕнчи Н.Хураськин. Тивĕçлĕ канăва каяс умĕнхи юлашки çулсенче вăл кладовщикра ĕçленĕ. Унран çирĕп тыр-пул никĕсне хывса хăварасси сахал мар килет-çке. Çуркунне акма хатĕрленĕ вăрлăха хĕл каçиччен лайăх упрамалла. Нÿрĕлĕхпе шăтаслăхĕ ан чактăр. Пÿлмере ытти культурăсемпе хутăштармалла мар. Сортировка тунă чухне те кладовщик куçĕ кирлех. Вăрлăха им-çамланă вăхăтра та тимлĕхе çухатман Николай Егорович. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна “Малалла” хуçалăх ертÿçи М.Петров тивĕçлĕ канăва тухсан та уй-хир пуянлăхăн управçинче тата та ĕçлесе пама ыйтнă.

Чăн-чăн çĕр ĕçченĕ, ял çынни Н.Хураськин. Каншелĕнче çуралса ÿссе тымар янăскер вăл. Первомайскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашра водителе вĕреннĕ. Çар ретне тăриччен бригадирта ĕçленĕ. Николай Егорович Мускавра Конституци тивĕçне пурнăçланă. Ĕçлĕ практикине çакăнта илнĕ. Çар тумне хывсанах “Рассвет” колхозра шофера вырнаçнă. Малтанах ăна ГАЗ-51 маркăллă автомашина шанса панă.

– Камран вĕренмелли пулнă манăн. Пĕрле ачаран выляса ÿснĕ Иван Семеновăн пиччĕшĕ кирлĕ канашсем пама нихăçан та ÿркенсе тăмасчĕ. Арсентий Порфирьев çумра пулни те ăнăçу кÿчĕ, – ырăпа аса илет Николай Егорович.

Ăста водительтен кирлĕ хăнăхусем илекенсем те йышлă пулнă. А.Антонов, А.Ванисов, В.Хураськин тата ыттисем те. Хăйĕн ачи те çуллахи каникулсенче кабинăран тухма пĕлмен. Çул çитсен Толя автомашина çине ларнă. 17 çул хуçалăхра ĕçленĕ.

Ĕç патне туртăмĕ пысăк пулнă Н.Хураськинăн. Çын хушшинче авторитечĕ пулнăран, обществăлла ĕçе те хутшăнма ÿркенмен вăл. Темиçе хутчен правлени членне, ял старостине суйланă ăна. Водительсем профгруппорг пулма шаннă. Мăшăрĕпе “Рассвет” колхоз хорне çÿренĕ вĕсем. Сăмах Зинаида Павловна патне куçнăран, малтанах çакна палăртасшăн. Пĕр-пĕрне ăнланни, хисеплени, килĕштерни, юратни тĕреклĕ çемье йĕркелеме пулăшнă вĕсене. Çак енсем халĕ те упранаççĕ Хураськинсенче. 40 çула яхăн мăшăр кăвакарчăнсем пек килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем.

– Вунă класс вĕреннĕ хыççăн комсомол путевкипе Комине ĕçлеме кайрăмăр. Канашри чукун çул вокзалĕнчен 200 ытла çамрăка ăсатрĕç. Тăван енех чун туртрĕ. Икĕ çултан каялла килтĕм. 1969 çулхи октябрьте çемье çавăртăмăр. Халĕ хам та тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Ĕç ветеранĕ, – сăмах хушать калаçăва малалла тăсса Зинаида Павловна.

Ĕçрен ÿркенсе тăраканни пулман вăл. Крахмал заводĕнче 6 çул вăй хунă. Колхоз бухгалтерийĕнче ĕçленĕ. Пайсенчен те пĕринчен те юлман. Çавăнпа тĕреклĕ хуçалăх çĕклеме те майĕ пулнă. Ачисене ĕçе хăнăхтарни мĕне тăнă. Паян кашнийĕшĕнпех тивĕçлипе савăнмалăх пур. Аслă ывăлĕ уйрăлса тухса ялта çурт-йĕр çавăрнă. Мăшăрĕ валли те ĕç пур. Садик заведующийĕн çумĕ. Пĕр ача çитĕнтереççĕ. Иккĕмĕшĕ – çар çынни, Иркутскинче. Университетран вĕренсе тухнă хыççăн çитнĕ унта Юрий. Раççей Федераци Президенчĕн премине тивĕçнĕ вăл кăçал. Çак уйăхра Мускава килесси çинчен хыпарлать. Çĕнтерÿ парадне хатĕрленнĕ çĕре хутшăнма чыс çĕнсе илнĕ. Володя Тольяттине ĕçе вырнаçнă. Çемьеллĕ. Пĕр ывăл ÿстереççĕ. Рая хĕрĕ пирки те ырă сăмах нумай калама пулать. Шупашкарти педуниверситетăн математикăпа информатика факультетĕнче вĕреннĕ вăл. Çак хушăрах ют çĕр-шыв чĕлхине алла илнĕ. Харăсах икĕ дипломлă пулнă. Ĕçĕ пур.

Тĕпе вара Алексей юлнă. Йыш хушма ĕмĕтленет çамрăк мăшăр.

– Кинсем ютран мар пирĕн. Çывăхранах. Хамăр хĕр пекех вĕсем. Пире те хисеплеççĕ. Хăйсен ашшĕ-амăшĕ вырăннех хураççĕ. Çакă та чуна çывăх. Мăнуксене малашне те сиктересчĕ-ха сăпкара, – пĕр харăсах калаççĕ Хураськинсем.

Вĕресе тăран вăй-халлă-ха Николай Егоровичпа Зинаида Павловна. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Пахча тулли çимĕç çитĕнтереççĕ. Ял-йышра хисеплĕ вĕсем. Ĕçшĕн панă тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем нумай. Малашне хăйсен сывлăхĕшĕн, ачисен телейĕшĕн пурăнма тăрăшаççĕ. Тĕрĕс тăваç-çĕ те.

А.Астраханцева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика