26 февраля 2009 г.
“Учительская газета” хаçатра педучилищĕрен çав тери ăста специалистсем вĕренсе тухни çинчен вуларăм. Çакна Аслă Чементи кĕçĕн классене вĕрентекен Л.Фроловăпа Л.Тимошкина тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Черетлĕ ММО пĕрлешĕвĕн семинарĕ çак шкулта иртрĕ. Турхан, Тăрмăш, Упамса тата Шăхач шкулĕсенчи 1-4-мĕш классене вĕрентекенсем Лидия Алексеевнăпа Лариса Геннадьевнăн уçă урокĕсенче пулчĕç. 1-мĕш класра урока кайăксене халалларĕç, ачасем тĕрлĕ конкурсра тупăшрĕç. Вĕсем тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕлчĕç, ÿкерчĕксем тăрăх кайăксене палларĕç, ыйтусене хуравларĕç, кроссворд тупрĕç. Уйрăмах А.Семенова, В.Капитонова, Д.Башмакова, Карина, Алеша тата Кристина Фроловсем маттур пулчĕç. Ачасем пĕлĕвне анлăлатса ăшă енне вĕçсе каякан тата хĕл каçакан кайăксене уйăрма вĕренчĕç. Урока пĕтĕм-летнĕ май, вĕсене упрасси çинчен те калаçрĕç. Вĕрентÿ отличникĕ Л.Фролова 37 çул ачасемпе ĕçлесе пуян опыт пухнă, унăн тавракурăмĕ анлă. Çитĕнекен ăруран çирĕп ыйтса, вĕсене тарăн пĕлÿ парса ĕçлет Лидия Алексеевна. Ăна ачасем те, пĕрле ĕçлекенсем те хисеплеççĕ.
3-мĕш класра урок теми “Ĕç – пурнăç илемĕ” пулчĕ. Ăна Л.Тимошкина вĕрентекен К.Ивановăн “Нарспи” поэмăн сыпăкĕпе пуçларĕ. Ачасем ĕç çинчен ваттисен сăмахĕсене тата тупмалли юмахсене лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç, юрăсемпе сăвăсене аса илчĕç. 2008 çулта, Ырă ĕçсен çулталăкĕнче тунă ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç. Çĕнĕ информаци технологийĕпе усă курса тĕрлĕ профессипе паллашрĕç. О.Павлова сутуçă пулнă май, çак професси çинчен интереслĕ каласа пачĕ. Çавăн пекех Г.Айхи çырнă “Çын мĕскершĕн çуралать;” сăввине те тишкерчĕç виççĕмĕшсем. Лариса Геннадьевнăн урокне те тивĕçлипе хакларĕç итлеме пынисем. Маттур та пултаруллă учителĕн малашнехи çитĕнĕвĕсем пирки иккĕленмерĕç вĕсем. Икĕ класра та ачасем тимлĕ, хастар пулнине палăртрĕç вĕрентекенсем. ММО пĕрлешĕвĕн ертÿçи Т.Раевская пĕлтернĕ тăрăх, çулталăкне 4 хутчен, кашни шкултах пулса кураççĕ кĕçĕн классенче вĕрентекенсем. Пĕр-пĕринчен çĕннине, лайăххине, усăллине илни, паллах, ĕçре пулăшса пырать. Çакна вĕсем яланах ăша хываççĕ.
Н.Кошелева.