АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс: Çĕнĕ ятсем шыратпăр

26 февраля 2009 г.

Чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалласа

Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки тата “Чăваш Ен” фонд пуçарнипе çамрăк çыравçăсем валли “Çĕнĕ ятсем уçатпăр” конкурс иртет. Унта чăвашла е вырăсла çыракан 14 çултан пуçласа 24 çула çитмен çамрăксем “Проза”, “Поэзи” тата “Драматурги” номинацисенче тупăшма пултараççĕ.

Хайлавсене компьютерпа Times New Roman 12 шрифтпа пичетлемелле. Хатĕрленĕ материалсен электронлă вариантне тăратма ан манăр (дискета, CD-диск).

Ĕçĕн хуплашкине çапларах йĕркелемелле:

1) Ĕçĕр ячĕ:

“Çĕнĕ ятсем уçатпăр” (“Открываем новые имена”)

Çамрăк çыравçăсен литература конкурсĕ (Конкурс литературного творчества молодых);

2) Конкурс номинацийĕ: “Проза”, “Поэзи”, “Драматурги”

3) Ĕçĕн ячĕ

4) Хушамат, ят, аçăр ячĕ;

5) Иккĕмĕш страницăра çакăн пек информаци вырнаçтармалла:

- Почта индексĕ, тулли адрес, телефон;

- Ăçта вĕренни, ĕç вырăнĕ, ĕçри телефон.

- Автобиографи тата сăн ÿкерчĕк.

Конкурса 2009 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: 428027, Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 8А. Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотеки, наци уйрăмĕ. Тĕплĕнрех çак телефонпа шăнкăравласа пĕлме пулать: (8352) 52-37-22.

Конкурса апрелĕн 25-мĕшĕнче – Чăваш чĕлхи кунĕ пĕтĕмлетме палăртнă. Чи лайăх хайлавсем хаçат-журналта тата ятарлă “Çĕнĕ ятсем уçатпăр” кĕнекере кун çути курĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика