28 февраля 2009 г.
Февралĕн 25-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ çирĕм пиллĕкмĕш ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ Н.Глухов, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина, “Россельхозбанк” уçă акционерла обществăн Чăваш регионĕнчи филиал директорĕн çумĕ Т.Терентьева, район Пухăвĕн депутачĕсем, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, районти организаци, ял хуçалăх предприяти ертÿçисем хутшăннă. Ларăва депутатсен Пухăвĕн председателĕ М.Петров ертсе пынă. Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче районти финанс пайĕн начальникĕ Т.Полякова иртнĕ çулхи бюджета мĕнле пурнăçлани тата кăçалхи тĕллевсем, экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Г.Иванова районăн 2008 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕ, 2009 çулхи тĕллевсем пирки тухса каланă.
Депутатсем районти халăха 2009 çулта ĕçпе тивĕçтерме пулăшмалли программăна, “2012 çулччен ялăн социаллă пурнăç аталанăвĕ” тата “2009-2012 çулсенче ял хуçалăхне çĕнĕ техникăпа тивĕçтермелли” тĕллевлĕ муниципаллă икĕ программăна йышăннă. Ял хуçалăх отрасльне малалла аталантарас тĕлĕшпе январьте çеç тепĕр икĕ программа йышăннă.
Депутатсем район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă, йышăну тунă.