28 февраля 2009 г.
Юнкун районта ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе канашлу иртнĕ. Унта район пуçлăхĕ Н.Глухов, республикăри Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина, “Россельхозбанк”уçă акционерла обществăн Чăваш регионĕнчи филиалĕн директор çумĕ Т.Терентьева тата Раççей Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи 4440 номерлĕ уйрăмĕн управляющи çумĕ С.Каклимов хутшăннă.
Канашлура çур акине кĕске тапхăрта тата пахалăхлă ирттересси, çĕрĕн кашни лаптăкĕпе тухăçлă усă курасси, выльăх-чĕрлĕх мĕнле хĕл каçни тата умри тĕллевсем пирки калаçнă.
Кĕтĕве тухиччен çитерсе усрама кашни выльăх пуçне 26,8 центнер апат единици хатĕрленĕ. Ленин ячĕллĕ агрофирмăра тата “Красное знамя” кооперативра ку кăтарту пысăкрах.
Районĕпе хĕл каçарма пурĕ 4269 пуç ĕне-выльăх хăварнă, вăл шутран ĕнесем – 1504, сыснасен шучĕ – 4160, сурăх – 213, лаша – 367, кайăк-кĕшĕк – 5660.
Тăватă уйăхра 335 тонна какай, 1995 тонна сĕт туса илнĕ. Самăртакан ĕне-выльăх талăкри ÿт хушаслăхĕ 529 грампа, сыснасен 247 грампа танлашнă.
Апат рационне пуянлатас тĕллевпе хуçалăхсенче фермăсем валли жмых, жом нумай туяннă. Хăш-пĕрисем белокпа, минералпа, витаминпа пуян хутăшсем илсе çитереççĕ.
Ĕнесен шутне тата сăвăма ÿстерес тĕллевпе районта “Патăрьел районĕнче 2009-2012 çулсенче ĕнесен йышне тата сĕт туса илессине ÿстересси” муниципаллă тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ. Рентабельлĕхе ÿстерес тесен сĕт пахалăхне те лайăхлатмалла. Программăра фермăсене сĕте тасатакан тата сивĕтекен лаборатори оборудованийĕсене вырнаçтарасси, апат хатĕрлекен тата салатакан ятарлă комплекссем лартасси тĕп вырăн йышăнать.
(Хамăр корр.).