28 февраля 2009 г.
Тепĕр чухне эпир çакна тĕпе те хумастпăр пулĕ, анчах ĕçлекенĕн кăмăлне тупса хавхалантарма та, ăна хуçса кÿрентерме те пулать. “Труд” ял хуçалăх производство кооперативĕн правленийĕ Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен уявĕ ячĕпе кооперативра тăрăшса ĕçлекенсене, ĕç минимумне тултарнисене, тава тивĕçнĕ хуçалăх ĕçченĕсене кашнинех парнепе чысланă. Çакăншăн арçынсем кăмăлтан савăннă.
Çывхарса килекен Хĕрарăмсен кунĕнче вара аннесемпе асаннесене, аппасемпе йăмăксене те çапла хисеп тусан вĕсем те хăйсен савăнăçне пĕрле пайлĕç.